Октябрьте кĕрхи суханпа ыхра лартмалла. Маларах йăран çине 1 тăваткал метра 5 кг çĕрĕк тăпри, 2 апат кашăкĕ суперфосфат, 500 грамм йывăç кĕлĕ хывмалла. Севок сухан - вĕтти, ыхра шултри кирлĕ (лартас умĕн шăлне уйăрмалла).
Касă тарăнăшĕ - 4 см, унăн хушши 15-20 см пулмалла. Вăрлăха пĕр-пĕринчен 5 см хăварса лартмалла. Çиелтен тăпрапа, пăчкă кĕрпипе хупламалла.
Çанталăк шăнтсан каллех пăчкă кĕрпипе хупламалла. Çуркунне ăна пуçтарса илмелле.
Укроп, петрушка
Тăпрана удобрени хывмалла: пĕр тăваткал метр пуçне 6 кг çĕрĕк тăпри, 1 апат кашăкĕ суперфосфат, 0,5 кг йывăç кĕлĕ. Вăрлăха ислетме юрамасть. Касă тĕпне 2 см хулăнăш хăйăр хумалла, вăрлăха акмалла. Çиелтен тăпрапа, пăчкă кĕрпипе хупламалла.
Тымар çимĕç
3-4 градус сивĕтсен кишĕрпе кăшман акма юрать. Йăран хатĕрлемелле: çĕре чавса çĕрĕк тăприпе тата йывăç кĕлĕпе хутăштармалла. Касă 3 см тарăнăш пулмалла, тĕпне пусăрăнтармалла. Ăна хуплама тăпра хатĕрлемелле: хăйăрпа çĕрĕк тăприне пĕр пек виçепе хутăштармалла, ăшă вырăнта упрамалла. Тăпра 5 см тарăнăш шăнсан типĕ вăрлăх акмалла. Енчен те юр ỹксен йăрана тасатса вăрлăха маларах хатĕрленĕ хутăшпа, пăчкă кĕрпипе хупламалла.
Пĕлме
Пахчара пăчкă кĕрпи вырăнне час-часах кивĕ хаçатпа усă кураççĕ. Ăна йăран çине темиçе сий сарса çĕр çумне пăралукпа çирĕплетеççĕ. Хаçат сарăхать, унтан хуралать. Вăл хĕвел çинче лайăх хĕрет. Ун айĕнче тăпра 3-4 градус ăшăрах, кăпăшка та нỹрĕ тăрать.
Ноябрь 2024 |