Тĕрлĕ пулăшушăн мĕн чухлĕ укçа тăкаклатпăр?

Категория: Публикации Опубликовано: 20.10.2020, 10:03 Просмотров: 374

Республикăра пурăнакансем коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕсемшĕн, кивĕ тумтире юсама, мунча кĕме тата ытти пулăшусемшĕн çулталăкра пĕтĕмпе 24,501 миллиард тенкĕ тăкаклаççĕ.

Федерацин статистика тĕпчевĕсем тăрăх, йăла пулăшăвĕсенчен 2019 çулта халăх пурăнмалли çуртсем е ытти хуралтăсем тунă тата вĕсене юсанă çĕре укçа-тенкĕ ытларах хывнă - 2361 миллион тенкĕ, транспорта юсаса тытса тăма 1941 миллион тенкĕ. Парикмахерскисене çỹреме юрататпăр, вĕсен пулăшăвĕсемшĕн 656 миллион тенкĕ тăкакланă. Вилнĕ çынсене тирпейлесе пытарма - 379 миллион, мунчасенче çăвăнма 292 миллион, килте куллен усă куракан техникăна юсама тата тимĕртен тĕрлĕ хатĕр тума 257 миллион, тумтир тирпейлеме тата çĕлеме 227 миллион, сăн ỹкерме - 127 миллион, атă-пушмак юсама - 68 миллион, япаласене хими препарачĕсемпе тасатма тата прачечнăйсенче çума 44 миллион тенкĕ кайнă. Йăла пулăшăвĕсем шутне çавăн пекех сĕтел-пукан туни тата юсани, техника хатĕрĕсемпе оборудование проката илни те кĕрет.

Пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă пулăшусемшĕн эпир пĕтĕмĕшле илсен 17,477 миллиард тенкĕ тỹленĕ. Ку шута медицинăпа юристсен пулăшăвĕсем, вĕрентỹ, спорт, культура, туризм кĕмеççĕ. Вĕсем йăла ыйтăвĕсем шутланмаççĕ. Пĕтĕмĕшле тăкаксем, чăнах та, пысăк, анчах та уйрăм çынна шута илсен, республикăра пурăнакан кашни 1,2 миллион çын çулталăкра йăла пулăшăвĕсемшĕн 5 пин те 755 тенкĕ тỹленĕ, пурăнмалли хваттерсемпе коммуналлă пулăшусемшĕн - 14318 тенкĕ.

 Хальхи вăхăтра, уйрăммăн хăй ĕçĕпе тимлес енĕпе саккун йышăннă май, йăла пулăшăвĕ паракансем чылайăшĕ çак мелпе усă курма тăрăшаççĕ. Саккун вăя кĕнĕ хыççăн Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн бланкĕсене те улшăнусем кĕртме тиврĕ: пурăнма кирлĕ укçа-тенкĕ çăлкуçĕсем пирки ыйтнă çĕрте хуравсен çĕнĕ варианчĕсем пур. Анчах та статистикăшăн кашни çыннăн тупăшĕ пĕлтерĕшлĕ мар, тивĕçлĕ пурăнма кирлĕ укçа-тенкĕ çăлкуçĕ кăна интереслентерет. Тĕслĕхрен, 2010 çулхи çырав 775,6 пин çыннăн çавнашкал пĕр çăлкуç пуррине кăтартса панă, 410,1 пин çыннăн - икшер, 26,3 пинĕшĕн виçĕ е ытларах çĕртен çемье бюджетне укçа кĕрсе тăнă.

 Республикăра пурăнакансенчен 45,7 проценчĕ пурăнма кирлĕ укçа-тенкĕ ĕç укçи тесе палăртнă. Килти хушма хуçалăхран тупăш илекенсем - 23,9 процент, анчах тĕп çăлкуç тесе палăртакансем 35 пин çын (12,1 процент) кăна пулнă. "Харпăр хăй тĕллĕн ĕçлекенсем" ăнлав пурнăçа кĕнĕрен ĕç тытăмĕ мĕнле улшăннине Пĕтĕм Раççейре халăх çыравĕнчен пĕлĕпĕр. Чăвашстат, Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ -2020

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика