Çак çырларан тĕрлĕ апат-çимĕç хатĕрлеççĕ: кĕсел вĕретеççĕ, варени хатĕрлеççĕ, кукăль пĕçереççĕ, квас тăваççĕ, çавăн пекех ăна купăста тăварланă çĕре те яраççĕ. Çырли çеç мар, унăн чечекĕ, вăрри, турачĕ, хуппи те усăллă. Вĕсемпе чĕре, юн тымарĕн, сывлав тата апат ирĕлтерекен органсен тытăмĕн чирĕсенчен сипленеççĕ. Шăнса пăсăлсан та палан çырли пулăшать. Унта А, С витаминсем, пектинсем пур. Вĕсем пыршăсене наркăмăшран, микробсенчен тасатаççĕ. Çавăн пекех çырлара фосфор, магни, кали, тимĕр, марганец, йод пур. Вăй-хал чаксан, авитаминоз (витамин çителĕксĕррипе пулакан чир) пуçлансан палан çимелле.
Йывăç хуппине - апрельте, чечекне - май-июнь уйăхĕсенче, çырлине октябрь-ноябрь уйăхĕсенче пуçтармалла. Тăм тивсен вăл тутлăрах, йỹçекĕ çухалать.
Палана пурин те çиме юрать-и? Юн пусăмĕ виçерен пĕчĕк пулсан, юн кĕвĕлсе хытнă вырăнсем пулсан, пỹре чирĕ аптăратсан, шăмă сыппи шыçсан унпа усă курма юрамасть. Вăл ача кĕтекен хĕрарăмшăн та сиенлĕ.
Асăрхаттарни: халăх сĕнекен сывату меслечĕсемпе усă куриччен тухтăрпа канашласа пăхмалла.
Ноябрь 2024 |