Россельхознадзорăн республикăри управленине çĕрпе усă курнипе çыхăннă килекен çырусен шучĕ чакма мар, ỹссе пырать тесен те юрать.
Пĕлтĕр 9 уйăхра 69 çыру пулнă пулсан, кăçал - 77. Федерацин çак службине ял-хула çыннисем çеç мар, патшалăх влаçĕн ытти органĕсем, уйрăм тата юридици вăйĕллĕ çынсем çыраççĕ.
Ахальтен ыйту çуралмасть. Ытларах чухне çынсем çывăхра вырнаçнă лаптăксенче çум курăк ашкăрни пирки пĕлтереççĕ. Вăрăран ытти пахчана та куçать-ха та кирлĕ мар ỹсен-тăран. "Кирлĕ мар" тенĕрен республикăра борщевик алхасса кайни пăшăрхантарни сисĕнет çырусенчен.
Паха тăпраллă лаптăксене çỹп-çаппа варалани пирки те пĕлтереççĕ. Çу кунĕсенче вара - кайăк-кĕшĕк тата тислĕк тăкни пирки. Çĕрĕн çиелти сийне (тăпрана) хырса илни те çынсене хумхантармасăр пулмасть.
Акă, нумаях пулмасть çыру тăрăх Муркаш районĕнчи Шетмĕпуç ял тăрăхĕнче рейд ирттерчĕç. Патшалăх инспекторĕ Геннадий Румянцев каланă тăрăх, чăн та çыру ахальтен çуралман. Пĕтĕмпе 41 лаптăкпа усă курмаççĕ. 361 гектара хăçан сухаланă-ши? Çавна пулах кунта тĕрлĕ çум курăк ашкăрать.
Улатăр район çынни саккуна пăхăнсах пĕве тăваççĕ-ши тесе кăсăкланать. Шупашкар районĕнче вара çак категорие кĕртнĕ çĕр çинче стройка пынине асăрханă
. Чăннипе, тĕслĕх темĕн чухлех. Çырусем пур районтан та тенĕ пекех килеççĕ. Кăçал Шупашкар тата Çĕрпỹ районĕсенчен ытларах пулчĕç вĕсем. Муркаш тата Сĕнтĕрвăрри районĕсенчен те сахал мар. Пĕр çырăва та тимлĕхсĕр хăварман.
Н. ВАСИЛЬЕВА
Ноябрь 2024 |