Сырлан (облепиха) çырлисене лайăх çуса кушăхтармалла, унтан сĕткен юхтармалли выжималкăпа авăртса типĕ нимĕрне (пюре) уйăрса илмелле. Енчен те сĕткен кăлармалли хатĕр çук пулсан сырлана тỹсе марля витĕр кăлармалла.
Массăна çỹхен сарса хурса типĕтмелле, вăхăт-вăхăтпа пăтратмалла. Юхтарса илнĕ сĕткенĕпе кĕсел, компот пĕçерме пулать. Типĕтнĕ сырлан "шăммине" кофемолкăпа авăртмалла. Вăл мĕн чухлĕ вĕтĕрех пулать, çу çавăн чухлĕ пахарах пулать.
Вĕтетнĕ çăнăха кирек епле тип çу (çĕр мамăк çăвĕ юрмасть) ярса лартмалла. Пĕр пай сырлан çăнăхĕ пуçне 1,5 пай çу илмелле. Çак хутăша 3 эрне лартмалла. Çиеле ишсе тухнă сырлан çăвне сĕрсе илмелле.
Сырлан çăвĕ каротинпа пуян. Унпа ỹт илмен сурансене, трофика язвине, хырăмлăх, вун ик пумăклă пыршă çĕрнине сиплеме усă кураççĕ.
Сăмах май, Авалхи Грецире чирлĕ лашасене сырлан çулçи çитерсе сипленĕ. Кун пек чух лашасем хăвăрт сывалаççĕ кăна мар, вĕсем пăхма та илемлĕрех, тĕреклĕрех пулаççĕ. Францире вара паянхи кун та чирлĕ сурăхсене сырлан çулçипе тăрантараççĕ.
Ноябрь 2024 |