Кальянпа ашкăнни хака ларĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 23.10.2020, 09:47 Просмотров: 359

РАÇÇЕЙ Патшалăх Думи обществăлла апатлану предприятийĕсенче кальян туртма чарас тĕллевпе кăçалхи июльте саккун йышăннăччĕ. Çак çĕнĕлĕх октябрĕн 30-мĕшĕнче вăя кĕрĕ. Чăваш Республикинче те кальянсемпе усă курма чараççĕ. Коронавирус пандемийĕ вăхăтĕнче çакă кирлĕ те вырăнлă йышăну темелле. Саккуна пăхăнмасăр йĕркене пăсакансен вара самай расхутланма, ĕнсене хыçма та тивет. Пуçа минретекен тĕтĕмпе ашкăннăшăн граждансене 30-40 пин тенкĕ, предприяти хуçисене 60-90 пин тенкĕ таран штраф пама пултараççĕ. Ку тĕлĕшпе Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи йĕрке хуралçисемпе ытти профилактика субъекчĕсен представителĕсем ятарлă рейдсем йĕркелеме пикеннĕ те.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика