РАЙОН администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комисси членĕсем час-часах ялсене çитсе йывăр шăпаллă ачасем çитĕнекен ăнăçсăр çемьесенче пулаççĕ, вĕсенче ашшĕ-амăшĕ хăйсен тивĕçне пурнăçланипе, пепкисене пурăнма кирлĕ условисем пулнипе кăсăкланаççĕ, эрех-сăра сиенĕ, ачасене тимлĕх уйăрмалли тата ытти темăпа калаçусем ирттереççĕ, кирлĕ пулăшу параççĕ. Çак кунсенче çеç комисси членĕсем Çĕнĕ Ахпỹрт тата Сăкăт ялĕсенчи ăнăçсăр çемьесенчи лару-тăрупа паллашнă, канашлу ирттернĕ. Сăмах май каласан, паянхи куна район администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссинче 57 çемье шутра тăрать, вĕсенче çул çитмен 132 ача çитĕнет.
Ноябрь 2024 |