Çĕнĕ уява ноябрĕн 26-мĕшĕнче ирттерме йышăннă. Ун пирки калакан хушăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев çирĕплетнĕ. Шăпах çак кун республикăра тĕрĕ ăсталăхне аталантарассишĕн, çак пуянлăха анлăрах сарма, йăла-йĕркене упраса хăварма, ламран лама пама тăрăшнă тĕрĕ ăсти Екатерина Ефремова кун çути курнă.
Палăртса хăвармалла, Чăваш Енри тĕрĕ ăстисем Чăваш тĕррин кунне йĕркелес ыйтăва пĕрре мар çĕкленĕччĕ. Вĕсен ыйтнисене тивĕçтерсе çĕнĕ уява çирĕплетнĕ те. Çакă халăха чăваш тĕррисене упрама, çамрăксене тăван культурăпа тĕплĕнрех паллашма, ăстаçăсен ĕçне малалла тăсма хавхалантарма тивĕç.
Хаклав
Маргарита ПАВЛОВА, "Паха тĕрĕ" ỹнер ăсталĕхĕсен фирмин тĕп директорĕн çумĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ:
- Пире Чăваш тĕрри кунне официаллă паллă тума пуçăнни питĕ савăнтарать. Çакă тăван халăх историйĕпе чăваш тĕрри урлă çитĕнекен ăрăва интереслентерме ытларах май туса парать.
Паян чăваш тĕррин техникипе ĕçлекен ỹнерçĕсемпе маçтăрсенчен нумайăшĕ "Паха тĕрĕ" фабрикăра хăйсен ăсталăхне туптанă. Акă, Екатерина Ефремова 15 çул ытла тĕп художникра вăй хунă.
"Паха тĕрĕ" фабрикăна - 97 çул. Вăл çак таранчченех промышленность шайĕнче чăваш халăхĕн пуянлăхне - тĕррине - упрассишĕн тата аталантарассишĕн тăрăшать.
Ноябрь 2024 |