Налукпа вăхăтра татăлар

Категория: Публикации Опубликовано: 27.10.2020, 10:07 Просмотров: 128

ÇАК кунсенче Шăнкăртам ял тăрăхĕнче районти пĕрлештернĕ бюджета укçа-тенкĕ кĕртес енĕпе тимлекен ведомствăсем хушшинчи комисси членĕсем - РФ налук службин Чăваш Республикинчи 2-мĕш номерлĕ инспекци начальникĕн çумĕ Геннадий Филиппов, район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕн çумĕ Наталья Хлебникова - Шăнкăртам ял тăрăхĕнче вырăна тухса лару ирттернĕ.

Кун валли сăлтавĕ çук мар. Çак ялта пурăнакансем тĕрлĕрен налука тỹлес тĕлĕшпе районта чи япăххисенчен пĕрисем. Уйрăм граждансем темиçешер çул та налук тỹлемесĕр лăпкăн çеç пурăнаççĕ. Октябрĕн 23-мĕшĕ тĕлне пурлăх налукĕпе парăм 1352,9 пин тенкĕ! Вăл шутра транспорт налукне çеç çынсем пĕр миллион тенке яхăн тỹлесе татман. Пысăк парăмçăсенчен хăшĕн-пĕрин комисси ларăвĕнче питне хĕретме те тивнĕ. Çапах та вырăна тухса йĕркеленĕ лару усăсăр иртмен. Çак кунхине район тата ял тăрăхĕн хыснине 135 пин тенкĕ ытла укçа кĕнĕ.

Хисеплĕ хаçат вулакансем! Хальхи вăхăтра шăпах тĕрлĕрен налука тỹлесе татмалли тапхăр (декабрĕн 1-мĕшĕччен) пырать. Çĕнĕ çула никам та парăмпа кĕрер мар!

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика