Районти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене палăртмалли тапхăр иртнĕ эрнере вĕçленмеллеччĕ. Анчах тĕрлĕ сăлтава пула вăл малалла тăсăлать-ха. Хальлĕхе ултă ял тăрăхĕнче вырăнти хăй тытăмлăх органне ертсе пыма çĕнĕ пуçлăх суйланă. Вĕсем çаксем: Алманчă ял тăрăхĕ - Владимир Петрович Киргизов, Ишлĕ - Вячеслав Олегович Краснов, Тутар Сăкăт - Динар Минетуллович Козлов, Аслă Чемен - Александр Александрович Чегаев, Шăхач - Лилия Владимировна Кутузова, Тăрăн - Николай Михайлович Рубцов. Ял тăрăхĕсен çĕнĕ пуçлăхĕсене ĕçре ăнăçу, пысăк хастарлăх сунатпăр. Ытти ял тăрăхĕсенчи конкурс итогĕпе каярах паллаштарăпăр.
А. НИКОЛАЕВА
Ноябрь 2024 |