Октябрĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарти "Арена" Пăр керменĕнче Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунне паллă тунă. Уява Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Чернова, "Единая Россия" партин вырăнти уйрăмĕн секретарĕ Рудольф Селиванов, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем тата ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен ертỹçисем хутшăннă.
Агропромышленность комплексĕнче кунне-çĕрне пĕлмесĕр вăй хуракансене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев саламланă. Вăл ял хуçалăхĕнче тимлекенсене çĕре юратнăшăн, чăтăмлăхшăн, çак отрасльти ветерансене хăйсен пĕлĕвĕпе, опычĕпе çамрăксене паллаштарса пынăшăн тав тунă. Олег Алексеевич ял çыннисен кăçалхи ĕçне пысăк хак панă, вĕсем аталану çулĕпе çирĕп утăмсемпе малалла каясса шанса тăнине пĕлтернĕ. Ял хуçалăхĕнчи пĕтĕм йышши организацисене, хуçалăхсене кỹнĕ пулăшăва тĕпе хурса килес çул та субсидилессине вăйлатма шантарнă. Çавăн пекех РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Николай Малов, Леонид Черкесов, Анатолий Аксаков уявра сăмах илнĕ.
ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов агропромышленность комплексĕн 9 уйăхри ĕçĕ-хĕлĕ пирки доклад тунă. Кăçалхи уй-хир ĕçĕсене пĕтĕмлетсе республикипе 954,8 тонна (бункер виçипе) тырă пухса кĕртнине каланă. Çакă 1992 çулхи кăтартуран кăш çеç пĕчĕкрех. Ун чухне уй-хиртен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем кĕлете пĕр миллион ытла тонна кĕнĕ. Выльăхран продукци илесси те пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен пысăкраххине, патшалăх аграрисене пулăшса субсиди уйăрнине пĕлтернĕ. Сăмах май, республика федераци хыснинчен АПКна аталантарма паракан пулăшупа усă курассипе федерацин Атăлçи тăрăхĕнчи регионсем хушшинче тăваттăмĕш вырăн йышăнать.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев тата ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пысăк кăтартусем çĕнсе илнĕ районсене, агропромышленность комплексĕнчи организацисемпе фермер хуçалăхĕсене дипломпа тата укçан премипе хавхалантарнă.
Патăрьелсем те уявран пушă алăпа таврăнман. Чăваш Республикинчи 34601 гектартан пуçласа 54000 гектар таранччен ял хуçалăх çĕрĕ пур районсем хушшинче йĕркеленĕ экономика ăмăртăвĕнче пирĕн район пĕрремĕш вырăна çĕнсе илсе 85 пин тенке тивĕçнĕ.
Пĕтĕм Раççейри "Ылтăн кĕркунне" куравра "Чи лайăх фермер ĕçне пуçăнакан" номинацинче Марат Земдиханов, выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче пысăк производство кăтатăвĕсемшĕн "Чи лайăх çемье ферми" номинацинче Анатолий Лялькин, "Чи лайăх ял хуçалăх потребитель кооперативĕ" номинацинче "ЭКО ПРОДУКТ" кооператив пăхăр медальсене тивĕçнĕ.
Уява хутшăнакансене савăнăçлă концертпа савăнтарнă.
(Хамăр корр.)
Ноябрь 2024 |