Астăвăм сехечĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 27.10.2020, 10:20 Просмотров: 147

 Октябрĕн 23-мĕшĕнче чăвашсене çутта кăларакан сумлă та чаплă педагог Иван Яковлев (1848-1930) пурнăçран уйрăлса кайнăранпа шăпах 90 çул çитрĕ. Çавна май Иван Яковлевăн Шупашкарти палăкĕ умĕнче Астăвăм сехечĕ иртнĕ. Мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăннă. "Эпир Яковлев умĕнче пуçăмăра таятпăр, ĕçне-хĕлне малалла туса пыратпăр. Çакна çирĕплетекен тĕслĕх - кăçал çулла йышăннă "Чăваш чĕлхине упраса аталантарасси" çумпрограмма. Чăваш тĕррин кунне çирĕплетрĕмĕр. Кăçалхи ноябрĕн 26-мĕшĕнче ăна пĕрремĕш хут паллă тăвăпăр. Çак кунсенче тата Шупашкарта чăваш чĕлхине упраса хăварас ыйтупа регионсен хушшинчи конференци ĕçлерĕ. Тăван чĕлхен шăпи, пуласлăхĕ пирĕнтен хамăртан килет. Иван Яковлевăн халалне манăçа кăларас марччĕ", - тенĕ Олег Алексеевич.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика