ЧĂВАШ автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине халалласа республикăра "Ораторсен ăсталăхĕ" конкурс условийĕпе килĕшỹллĕн шкулта вĕренекенсен унта республика историйĕ, культура аталанăвĕ тата ытти пирки питĕ ăста каласа пама пĕлни пĕлтерĕшлĕ пулнă. Асăннă тупăшура Хирти Пикшикри вăтам шкулта вĕренекен Д. Иванова чăн малтан район шайĕнче хăйĕн ăсталăхне кăтартнă, пĕрремĕш вырăн йышăннă. Нумай пулмасть вара çĕнтерỹçĕ республика шайĕнче район чысне хỹтĕ-ленĕ. Дианăна кунта та пысăк ăнăçу савăнтарнă. Ирина Пестрова вĕрентекен ертсе пыракан хĕрача республикăри "Ораторсен ăсталăхĕ" конкурсăн çĕнтерỹçи ята тивĕçнĕ.
Ноябрь 2024 |