Хамăр сывлăхшăн хамăрах яваплăха туяр

Категория: Публикации Опубликовано: 30.10.2020, 13:26 Просмотров: 110

Çулленех кĕркунне респираторлă вирус чирĕпе чирлекенсен йышĕ ỹсет. Коронавирус инфекцийĕпе те çынсем чирленĕ пирки лару-тăру тата йывăрланать. Мĕнле сыхланмалла? Чир ан ертĕр тесен мĕн тумалла? Çак тата ытти ыйтусем çине хуравлама районти тĕп больницăри врач инфекциониста Антонина Валерьевна Черновăна ыйтрăмăр.

 - Чăн малтан респираторлă вируслă чирсем çинче чарăнса тăрар-ха. Çынсем ытларах мĕнле майпа чирлеççĕ?

- Кăçал çанталăк ăшă тăчĕ пулин те çак чирпе чирлекенсен шучĕ ỹсрĕ. Кашни эрнере 120-130 çын сиплев илет.

Респираторлă чирсене пуçарса яракансем - вируссем. Вĕсем сывă çынсене чирлисенчен, уйрăмах чире ура çинче ирттерекенсенчен ереççĕ.

Чире пуçаракан вируссем ỹсĕрнĕ, сунасланă, калаçнă май сывлăша тухаççĕ. Ăна сывласа чире каятăн. Вируссем таса мар алă урлă та сывă çынна лекме пултараççĕ.

 Вирус организма лекнĕ хыççăн малтанхи паллăсем сисĕниччен 2 кунтан пуçласа 4-5 кун иртет.

- Грипп чирĕ вара респираторлă чирсенчен мĕнпе уйрăлса тăрать?

 - Грипп та вируслă респираторлă чирсен шутне кĕрет. Грипп сасартăк, кĕтмен çĕртен пуçланать. Ỹт температури тăруках 39-40 градуса çити хăпарать. Мышцăсем, куçсем ыратаççĕ, тар вăйлă тухать, вăй-хал чакать, пуç ыратать. Каярахпа сăмса питĕрĕнет, пыр ыратма пуçлать, ỹслĕк пуçланать. Пысăк температура 5 кун таранах тытăнса тăрать. Йывăр чирлекенсен е чире ура çинчех ирттерекенсен грипп шала кайса вирус энцефалитне, пневмоние тата ытти йывăр чирсене куçма пултарать.

- Антонина Валерьевна, чирлекенсен мĕн тумалла?

- Чире ура çинче ирттермелле мар. Малтанхи кунсенче килте пулма тăрăшмалла. Вăй чаксан, пысăк температура пулсан, шăнтма пуçласан вырăн çинчен тăмалла мар. Тухтăра, ачасем патне педиатра киле чĕнмелле. Вĕсем çырса панă эмелсене кăна ĕçмелле. Антибиотиксене врач каламасăр ĕçмелле мар. Тепĕр чухне хăйсем тĕллĕн 7-8 кун укол тусах чуххăм сипленме пăхаççĕ.

38 градусран пысăк температурăна кăна чакарма тăрăшмалла. Мĕншĕн тесен пысăк температура организмăн вируссемпе кĕрешекен хỹтлĕх реакцийĕ шутланать.

- Коронавирус чирĕ респираторлă вирус чирĕсенчен мĕнпе уйрăлса тăрать?

- Коронавирус чирĕ - çĕнĕ чир. Çуллахи шăрăх çанталăкра вăл кăштах чакса та илчĕ. Специалистсем коронавируса тĕпчесе, çак чире мĕнле лайăхрах сиплемеллине тупса, вĕренсе пыраççĕ. Вăл пĕрисен юнне çăратать, теприсен пыршăлăхне сиенлет, виççĕмĕшсен ỹп- кисене пĕтерет.

Чир ерме пултаракан хăрушлăх ушкăнне уйрăмах ватă çынсем, гипертонипе тата ытти вăраха кайнă чирсемпе аптăракансем кĕреççĕ. Вĕсен чир уйрăмах питĕ йывăр иртет.

- Антонина Валерьевна, коронавируспа чирленине мĕнле паллăсем кăтартаççĕ?

- Коронавируспа чирлекенсен те чир паллисем ытларах респираторлă вирус чирĕн паллисемпе пĕрешкелех. Пĕрремĕш кунсенче ỹт температури ỹссе каять. Чирлĕ çын хăйне питĕ япăх туйма пуçлать, хăвăрт ывăнать, вăй пĕтет, апат çиес килми пулать. Каярах типĕ ỹслĕк нушалантарать. Нумайăшĕ апат тутине туйми пулаççĕ, шăрша çухатаççĕ. Чирлекенсен сывлама йывăрланса пырать.

Хăш-пĕр чухне канмалли кунсем хыççăн йышăнăва 30-40 çын пырать. Килĕсенчен хăваласа янă тейĕн. Ỹпкене сахалрах сиен кỹнисене килĕсене яратпăр. Ытларах пулсан вырттаратпăр. Сипленекенсенчен аслă çулхисем йышлă.

Статистика чирлекенсен 27 проценчĕн чир паллисем пачах та çуккине çирĕплетет. Анчах та çакăн пеккисем те ыттисене чирлеттерме пултараççĕ. Çавăнпа хальхи вăхăтра пурин те асăрхануллă пулмалла.

- Чирлес мар тесен мĕн тумалла?

- Кашнийĕшĕн хăвăра упрама тăрăшмалла, иммунитета çирĕплетмелле. Çирĕп иммунитет çынна нумай чиртен сыхлать. Ăна пĕр уйăхрах çирĕплетсе çитерме май çук. Çавăнпа та ун çинчен эпидеми пуçланиччен çеç аса илмелле мар. Вăл çирĕп пултăр тесен кунсерен сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла, тĕрĕс апатланмалла, физкультурăпа туслă пулмалла.

Чирсенчен сыхланас тесен халăх çỹрекен вырăнсенче маска тăхăнмалла. Унпа сăмсана та, тутана та хупламалла. Алăсене час-часах çумалла е антисептикпа сăтăрмалла.

Пỹлĕмсене час-час уçăлтармалла. Урайне, тенкелсене, алăк хăлăпĕсене антисептикпа сăтăрса тăмалла. Мĕншĕн тесен вирус 3 талăк пурăнма пултарать..

 – Прививкăсем пирки мĕн каланă пулăттăр?

 - Сыхланмалли мелсенчен чи лайăххи - прививка туни. Тепĕр чухне ачасен амăшĕсен 50-60 проценчĕ çакна хирĕçлет. Икĕ чирĕ харăсах лекес пулсан сывалма питĕ йывăр пулать.

Районта сентябрь пуçламăшĕнчех çынсене прививка тума пуçланă. Çак ĕç халĕ малалла та пырать.

Коронавирусран та вакцина туса кăларнă. Ăна республикăна илсе килнĕ.

Статистика кăтартнă тăрăх прививка тутарнисем нумайăшĕ гриппа чирлемеççĕ. Чирлесен те ăна çăмăллăн ирттереççĕ. Прививка тутаракансем хушшинче чир шала кайса ытти йывăр чирсене куçнă тĕслĕх те сахал. Çавăнпа та грипран прививка туни питĕ вырăнлă.

А. АСТРАХАНЦЕВА калаçнă

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика