Паспорт илнĕ ятпа саламларĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 31.08.2024, 06:40 Просмотров: 124

Патăрьелĕнчи централизациленĕ библиотекăри çамрăксен территорийĕнче тăтăшах тĕрлĕрен мероприяти иртет. Хальхинче кунта пĕрремĕш хут алла Раççей гражданинĕ пулнине çирĕплетекен паспорт илнисене саламларĕç. Çак чыса Шăнкăртамри Феизов ячĕллĕ тата пĕрремĕш, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шулсенче вĕренекен 14 çул тултарнă пилĕк каччăпа хĕр тивĕçрĕ.

 - Паспорт - Раççей гражданинĕн тĕп докуменчĕ. Ăна пурнăç тăршшĕпех упрамалла, çухаласран, хальхи вăхăтра мошенниксен аллине çакланасран сыхă пулмалла,- терĕ РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕнчи миграци пайĕн начальникĕ Алевтина Каргина çамрăксене Раççей гражданинĕпулнă ятпа саламланă май.

АЛЬБИНА НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Июнь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика