Чăваш Ен Пуçлăхĕ 36 ыйтăва хуравларĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 07.12.2024, 18:33 Просмотров: 386

Ноябрĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев черетлĕ тỹрĕ лини ирттерчĕ. Ăна Олег Николаевăн телеграм-каналĕнче, "Контактра" социаллă сетьри "Чăваш Республики" ушкăнра, Чăваш наци телекуравĕпе курма, Чăваш наци радиовĕпе, "Тăван радиопа" итлеме пулчĕ. Çавăн пекех экран çинчи куар-кодпа кĕрсе хак пама та май килчĕ.

Тỹрĕ лини вăхăтĕнче ыйту нумай пулнă - 661 таранах. Республикăри электрохуçалăха модернизацилесси, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕ, нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене, обществăлла территорисене хăтлăлатасси, сывлăх сыхлавĕ, вĕрентỹ, туризм, çул-йĕр юсавĕ, пурăнмалли условисене лайăхлатмалли программăсем, шкулти апатлану, транспорт инфратытăмĕ, коммуналлă хытă каяшсене тиесе каясси тата тарифсем, СВО участникĕсен çемйисене тивĕçекен çăмăллăхсем, сĕт хакĕ - çак тата ытти чылай ыйтăва хускатрĕç.

 Юхмапа Пăла тăрăхĕшĕн таса шыв ыйтăвĕ чи çивĕччисенчен пĕри шутланать. Кĕçĕн Патăрьелĕнчи Туслăх урамĕнче пурăнакан шăпах çакна хускатрĕ. "Шыв ыйтăвне вĕçне çитерес тесе эпĕ Президент патне ыйтупа тухнăччĕ. Килес çул çак пăрăхсем шывпа тулас пысăк шанăç пур. Малтан Патăрьелпе Шăмăршăра пурăнакансене шывпа тивĕçтерме палăртнă. Унтан пĕчĕккĕн ытти ялсене çитерĕпĕр" - терĕ Олег Алексеевич. Сăмах май каласан, пирĕн тăрăха таса шыв Шăмăршă округĕнчи Хырла юхан шывĕнче тунă управран (водохранилище) килмелле.

Эфир вăхăтĕнче хуравласа ĕлкереймен ыйтусем те тимлĕхсĕр юлмĕç, каярах пăхса тухĕç.

 Александр ИВАНОВ

Архив материалов

Январь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика