Чăваш Ене - 6 млрд тенкĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 15.12.2024, 11:54 Просмотров: 384

Раççей Правительстви регионсен 2025-2030 çулсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн уйрăм программисене çирĕплетнĕ.

Тăватă регионăн - Чăваш Енĕн, Адыгейăн, Мари Элăн тата Курган облаçĕн - уйрăм программисене çирĕплетесси çинчен калакан хушусене алă пуснă. Кашни программăна пурнăçлама федераци бюджетĕнчен 6-шар миллиард тенкĕ уйăрĕç.

"Çак укçа граждансен пурнăçне малалла лайăхлатма, регионсен проекчĕсен инвестици илĕртỹлĕхне çĕклеме кайĕ. Эпир çавăн пекех тирпейлекен промышленноçа, ял хуçалăхне, инфратытăма, туризма, ытти сферăна аталантарма пулăшăпăр", - тенĕ çĕршыв Правительствин пуçлăхĕ Михаил Мишустин.

 Александр ИВАНОВ

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика