Çуркуннехи шыв-шур инкек сăлтавĕ ан пултăр

Категория: Публикации Опубликовано: 14.03.2025, 17:28 Просмотров: 321

ХĂШ-ПĔР çул ку вăхăтра урамра та, хирте те шур кашма пек юр выртаканччĕ. Кăçалхи хĕл унпа савăнтарманран хальхи вăхăтра юр йăлтах ирĕлсе пĕтрĕ тесен те юрать. Çуркуннехи шыв кĕрлесех юхмасть пулин те çуртсен умĕсенче вăл кỹленсех тăрать. Çапах та вăрманти юр тĕпрен ăшăнса юхма пуçламаннине шута илсе шыв çулĕсене, çул урлă хунă пăрăхсене тĕплĕн тасатмалла. Территори пайĕсенче шыв илме пултаракан кил-çурта, ытти объектсене сăнасах тăмалла, кун пирки кашни кунах округри диспетчер службине пĕлтермелле. Кирек мĕнле инкеке те парăнтарма çăмăлах мар, çапах та унран асăрханма, сыхă пулма май пур. Çак ыйтусене çивĕчлетрĕ те муниципалитет округĕн администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисемпе, территори пайĕсен пуçлăхĕсемпе ирттернĕ канашлура администрацин гражданла хỹтĕлев, чрезвычайлă лару-тăру, мобилизаци тата ятарлă программăсен пай начальникĕ Григорий Каллин.

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика