Çĕнтерỹпе таврăнма пилленĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 30.05.2025, 21:53 Просмотров: 92

Раççей Федерацийĕнчи Çĕршыв хỹтĕлевçин тата республикăри Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкĕсен мероприятийĕсемпе килĕшỹллĕн Тури Чакăри хỹтĕлев сеткисем çыхакан пунктра культура çурчĕн тата библиотека ĕçченĕсем Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан М.Софроновпа тĕл пулу йĕркеленĕ. Çĕршыв хỹтĕлевçи тăван ене кĕске вăхăтлăх отпуска килнĕ.

 Тĕл пулура çамрăк хăйĕн кулленхи ĕçĕ çинчен каласа панă. Çар тивĕçĕсене палăртнă май ку чухнехи çĕршыв хỹтĕлевçин сывлăхпа тĕреклĕ, кĕрнеклĕ çеç пулмалла мар иккен. Унăн пĕлĕвĕ те тарăн кирлĕ. Йывăр лару-тăруран тухас тесен васкавлă татăклă улшăну тума пултармалла. Хăй тĕллĕн аталанса, вĕренсе пыни те вырăнлă.

Çавăн пекех вĕсене тăванĕсем, тус-юлташĕ, ял-йыш хавхалантарса тăни пĕлтерĕшлĕ-мĕн.

 Çĕршыв хỹтĕлевçи тылри пулăшу кỹрекенсене, хỹтĕлев сеткисем çыхакансене тав тунă.

Ял халăхĕ унăн çарти çитĕнĕвĕпе интересленнĕ. Малти линире тăраканăн пурнăçĕпе кăсăкланнă. Тĕл пулнă йывăрлăхсем çинчен каласа пама ыйтнă. Юлашкинчен пурте ентеше çирĕп сывлăх, çĕнтерỹпе таврăнма ăнăçу суннă.

Надежда КОШЕЛЕВА

Архив материалов

Июнь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика