"Ялта кирек хăш мероприятие ирттерме те пуçаруллă, хастар çынсем пурри питĕлайăх. Вĕсем вăхăтне тупма та пĕлеççĕ, кĕмĕлне те сĕнеççĕ, ыттисене те явăçтарма пултараççĕ, тĕслĕхлĕ. Тăван кĕтесе юратнăран вырăнтах тĕпленни те кăмăллă", - тет Первомайски территори пайĕн тĕп специалист эксперчĕ Наталия Ермошкина Секретовсем пирки сăмах пуçарса.
Хирĕçлесси çук вĕсен, чăнах та. Ырă йăлана ăруран ăрăва куçарса пыраççĕ. Ашшĕ-амăш, аслашшĕ-асламăш, кукашшĕ-кукамăш тĕслĕхне мала хураççĕ.
Евгения Борисовна республикăн тĕп хулинче çуралнă. Çуллахи каникулсенче ачалăхне Анат Чакă ялĕнчи улăх-çаранра чупса, Пăла юхан шывĕнче чỹхенсе ирттернĕ. Ятне те ăна ашшĕпе амăшĕ асламăшне (Евгения Егоровна Пахомова) хисепе хурса панă.
Пăянамăшĕн тăприпе кинĕн тăпри пĕр, - теççĕ. Ĕçлеме ỹркенмест Евгения Борисовна. Кил таврашĕнче йĕри-тавра чечек ỹстерет. Мĕн тĕрли кăна çук унта: флоксăсем, гортензи, лили, тюльпан, розăсем... Пахчара вара улма-çырла йывăççисемпе тĕмĕсем тымар янă. Теплицăра та ĕçĕ çителĕклех.
Виçĕ хĕр Секретовсен. Аслисем пăрчăкан евĕр правур. Даша ялти шкулăн 4 класĕнче вĕренет. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул çитнине уявланă чухне вăл вăхăт капсулине палăк патне вырнаçтарма тивĕç пулчĕ. Варвара кăçал пĕрремĕш класран вĕренсе тухрĕ. Мария вара кĕçĕнни.
Евгения обществăлла апатланура ĕçлемешкĕн технолога вĕренсе тухнă. Кафере вăй хурать. Меню пуян пултăр тесе тăрăшать. Ахальтен мар апатланма кăмăлтан çỹреççĕ кунта. Çуралнă кунсене, юбилейсене, туйсене, салтак кĕтсе илессине халĕ килсенче сĕтел хатĕрлесех каймаççĕ. Ытларах кафене заказ пама тăрăшаççĕ. Кỹршĕллĕ Комсомольски округĕнчен килсе çỹрекен те йышлă.
Çемьепе канăва культурăллă йĕркелеме те пĕлеççĕ Секретовсем. Канмалли кунсенче çул çỹреве тухаççĕ. Çывăхри хуласенче пĕрре мар пулнă вĕсем. Евгения Борисовнăпа
Николай Владимирович йĕлтĕрпе ярăнма та, волейболла выляма та ăста. Николай Владимирович муниципалитет округĕн тĕп больницинче стоматолог пулса ĕçлет. Сиплев учрежденийĕн обществăлла пурнăçне вăл та хастар хутшăнать.
- Пире ялта пурăнма питĕ килĕшет. Ача сачĕ те, шкул та çывăхрах. Условисем пур енĕпе те тивĕçтереççĕ. Мĕншĕн хулана каймалла? Чунтан киленсе ĕçлеме пулать. Çуртсен умне вĕлтĕрен ỹс- терменни лайăхрах, паллах,- теççĕ пĕр шухăшлăн Секретовсем
. Альбина АСТРАХАНЦЕВА
Июнь 2025 |