Çăмарта çиме вĕренсен

Категория: Публикации Опубликовано: 30.05.2025, 22:07 Просмотров: 248

Тепĕр чухне чăх хăй тăвакан çăмартана хăех çисе ярать. Çакă кайăк-кĕшĕке минерал веществисем е белок çитменнипе пулать. Мĕн тумалла-ха? Рациона выльăх-чĕрлĕх белокĕ кĕртмелле. Ку вăл - пулă е шăмăллă аш çăнăхĕ. Ăна пăтратса е ахаль апатпа хутăш пама юрать. Апат тăварĕ пирки те манмалла мар. Тăвара шыва е апата хушса памалла.

 Чăхсем ан чирлеччĕр тесен вăсене вăхăтран вăхăта йỹçнĕ сĕт лартса памалла, унта укроп, симĕс сухан, петрушка, вĕлтĕрен вĕтетсе хушмалла, чĕптĕм чухлĕ авăртнă хĕрлĕ пăрăç ярса пăтратмалла. Чăх-чĕп валли çав тери сиплĕ апат пулчĕ те. Кунашкал апат чăхсен паразичĕсене те пĕтерет.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика