Географ, патшалăх деятелĕ, географи наукисен кандидачĕ, доцент, Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, профессор, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экологĕ, СССРăн халăха вĕрентес ĕç отличникĕ Федор Александрович Карягин (01.06.1945) 80 çул каялла Кивĕ Ахпỹртре çуралнă
. Федор Карягин Горькинчи педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. 1977-1981 çулсенче Чăваш АССРĕн Çут ĕç министерствин инспекторĕ пулнă. 1981-1991 çулсенче - Чăваш АССР Министрсен Совечĕн инструкторĕ, Председатель çумĕн пулăшуçи, Председатель пулăшуçи; Шупашкар хулин çутçанталăка сыхлакан комитечĕн председателĕ. 1992-1996 çулсенче - Чăваш Республикин экологипе çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ. 1996 çултан - И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ. 2000-2013 çулсенче - экологи кафедрин доценчĕ. 2005-2013 çулсенче - Раççей патшалăх социаллă университечĕн Шупашкарти филиалĕн экономика факультечĕн деканĕ. Пĕр вăхăтрах 2002-2004 çулсенче Чăваш Республикин гидрометеорологи тата тăван тавралăха мониторинг тăвакан центрăн начальникĕ пулса та тăрăшнă.
Федор Александровичăн тĕпчев ĕçĕсем республикăри климат условийĕпе экологи лару-тăрăвне сăнанипе çыхăннă. Вăл 240 ытла наукăпа методика ĕçĕсен, вăл шутра монографин авторĕ. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри: "Окружающая среда и природные ресурсы Чувашской Республики", "Роль хозяйственной деятельности в изменении природной среды Чувашской Республики", "Современные гидроклиматические изменения в Чувашии" тата ытти те.
Пирĕн ентешĕмĕр "Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" орден медальне, "Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе - 100 çул" медале тивĕçнĕ.
х х х
Педагог, экономист, Чăваш халăх академийĕн чăн членĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экономисчĕ Валерий Иванович Салмин (04.06.1945) 80 çул каялла Тури Туçара çуралнă.
Валерий Салмин И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче, Ч
ăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче (халĕ аграри университечĕ) вĕреннĕ. Ĕçлĕ биографине1970 çулта Елчĕк районĕнчи Кушкăри 8 çул вĕренмелли шкулта физика, акăлчан чĕлхи тата истори учителĕ пулса пуçланă. Тĕрлĕ çулсенче ача-пăча пỹлĕмĕн милицин аслă инспекторĕ, культура çурчĕпе библиотека заведующийĕ, шкул ачисен ĕç вĕрентĕвĕпе воспитани тата професси ориентацийĕн инспекторĕ пулса тăрăшнă.
1982-1991 çулсенче Ленин орденлĕ "Гвардеец" колхозăн тĕп экономисчĕ, 1991-1997 çулсенче Туçа ял администрацийĕн пуçлăхĕ, 1997 çултан пуçласа "Тойси" ял хуçалăх производство кооперативĕн тĕп экономист-менеджерĕ тата юрисчĕ, 2002-2003 çулсенче "Авангард" хаçатра экономика пайĕн заведующийĕ, 2003-2005 çулсенче Патăрьел район администрацийĕн тĕп специалист-ревизорĕ, 2002-2010 çулсенче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Патăрьелĕнчи филиалĕн экономика дисциплинисен кафедрин аслă преподавателĕ, 2010-2012 çулсенче "Батыревский" акционерсен хупă пĕрлешĕвĕн тĕп экономисчĕ пулса ĕçленĕ.
Валерий Иванович "Село: человек на гребне реформ. Статьи, выступления, размышления" кĕнеке авторĕ.
("Çулталăк кĕнекинчен")
Июнь 2025 |