Аслă Чемен шкул выпускникĕ - Раççейре виççĕмĕш

Категория: Публикации Опубликовано: 30.05.2025, 22:09 Просмотров: 172

Шкула савăнăçлă хыпар çитрĕ. Иртнĕ çул çакăнтан вĕренсе тухнă Андрей Тарасов 20 çула çитмен каччăсем хушшинче туллă вырăнта чупса иртнĕ ăмăртура виççĕмĕш вырăна тухма пултарчĕ. Хальхи вăхăтра вăл Санкт-Петербургри физкультурăпа çар институтĕнче вĕренет. Унпа спорт мастерĕ, аслă категориллĕ тренер П.Глушак ĕçлет. Ăмăрту Ленинград облаçĕнчи Токсово поселокĕнче иртнĕ.

Маттур спортсмена аталанма Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, шкулта физкультура предметне ертсе пыракан Петр Макаров нумай вăй хучĕ. Каччă вĕреннĕ чухнех çăмăл атлетикăпа тата йĕлтĕрпе чупса пĕрремĕш разряд нормативне тултарма пултарчĕ. Районта, республикăра иртекен ăмăртусенче яланах мала тухатчĕ. 11 класра чухне вара федерацин Атăлçи округĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. 8-11 классенче кашни çулах республика шайĕнче физкультурăпа иртекен олимпиадăра призерсен йышне кĕретчĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕçнĕскер обществăлла ĕçсенче те хастарччĕ. Çав тери мал ĕмĕтлĕ, пултаруллă, çирĕп кăмăллă каччă малашне те çитĕнĕвĕсемпе савăнтарасса шансах тăратпăр. Шкулта ĕçлекенсемпе вĕренекенсем унăн кăтартăвĕсемпе тивĕçлипех мухтанатпăр.

Надежда КОШЕЛЕВА

Архив материалов

Июнь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика