Çĕнтерỹпе кăмăллă таврăнчĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 04.07.2025, 19:20 Просмотров: 190

 Тутарстан Республикинчи Нурлат хулинче "Уяв" иртрĕ. Унта чĕлхене упракан чăваш ачисем пĕрле пухăнчĕç. Программи питĕ пуян пулчĕ. Хаваслă ачасен лапамне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Тутарстан Республикин Раисĕ Рустам Минниханов хутшăнчĕç.

Инçе çула çывăхлатса уява Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти 4 б классемпе йĕркеленĕ "Çеçпĕл çеçкисем" фольклор коллективĕ те хутшăнма кăмăл турĕ. Пăлаçипе Юхма Ен ывăл-хĕрне кунта пысăк кăмăл-туйăмпа кĕтсе илчĕç. Çитĕнекен ăру "Ача-пăча вăйă карти" конкурса хутшăнса пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Тутарстан Республикин культура министрĕ алă пуснă диплома, Тав çырăвне тивĕçрĕ. Çамрăк артистсем тата пултаруллă музыка ертỹçи Геннадий Михеев жюри членĕсене халăх юррисемпе, ташшисемпе тыткăна илчĕç. Илемлĕ костюмсем, кăмăллă кулă, сцена çинче хăйсене тытма пĕлни куракансене пурне те килĕшрĕ. Коллектив ертỹçи Ольга Петрова Тутарстан Республикин телевиденийĕ валли панă интервьюра та çакна палăртрĕ: "Чăваш культурин пуласлăхĕ пирĕн ачасенче. Енчен те эпир вĕсене мĕн пĕчĕкренех чăваш чĕлхине, унăн культурине юратма вĕрентейрĕмĕр пулсан чăвашлăх малалла аталанса пынине çирĕплетет. Манăн ĕмĕт - Чăваш Енри кашни ача хăйĕн йăх-несĕлне пĕлтĕр, культурипе мăнаçлантăр, ăна ăруран ăрăва куçарса пыма пултартăр".

Уява ачасем çеç мар, вĕсен пултаруллă ашшĕ-амăшĕ те хутшăнса илемлĕрех тума пултарчĕ. Пултаруллă та хастар чăваш эстрада çăлтăрĕ Светлана Иванова куракансене хăйĕн хаваслă юррисемпе савăнтарчĕ, Тав çырăвне тивĕçрĕ

. Çак çĕнтерỹ çамрăк артистсен, класс ертỹçин, ашшĕ-амăшĕн тăрăшуллă ĕçĕн кăтартăвĕ. Çакăн пек çитĕнỹ малалла аталанма хавхалантарать.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика