Клубра ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 18.07.2025, 17:11 Просмотров: 225

Муниципалитет округĕнчи Татмăш ялĕнчи клуб киввисенчен пĕриччĕ, 1957 çулта ĕçе янăскер. Пĕр кĕтесре маччи ишĕлме пăхнăран ăна çĕнĕрен тума палăртнă. Ку чухнехи çурт проекчĕпе пухусем ирттермелли, концерт курмалли акт залĕ, библиотека, директор пỹлĕмĕ, салтăнмалли вырăн, санузел тума пăхса хăварнăччĕ. Строительство ĕçĕсене иртнĕ çул пуçăннă.

49 вырăнлăх клуб тăвасси вĕçленсе пырать. Стенисене шалтан штукатурка тунă. Алăкĕсене вырнаçтарнă. Урайĕпе маччи хатĕр. Канализаци тăвассине, шыв кĕртессине, электропроводкăсене çыхăнтарассине вĕçлемен-ха.

Çурта сусăр çынсене кĕрсе тухмалли пандус вырнаçтармалла тата картлашкасене тăваççĕ.

Музыка аппаратури илнĕ. Залра лармалли саксене туяннă. Офис валли сĕтел пукан килессе кĕтеççĕ.

Тул енчен тирпей-илем тума пикенесшĕн.

(Хамăр корр.)

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс.Метрика