Чăваш Енре Пĕтĕм Раççейри "Раççейĕн симĕс ылтăнĕ" фестиваль, сăра вĕретмелли культурăна тата хăмла ĕçне аталантарассине халалланăскер, тăваттăмĕш хут иртет. Кăçал унта Беларуçран та хутшăннă май фестиваль пĕтĕм тĕнчери статуса тивĕçнĕ.
Çĕршыври тата вырăнти сăра вĕретекенсем лапама хăйсен продукцине тăратнă. Вĕсен шутĕнче - "Букет Чувашии", "Булгарпиво", "Визит", "Золотой хмель", "Наше пиво" компанисем, ыттисем.
Республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн программи шайĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пулăшнипе çĕнĕ "Чăваш хăмли" грант хута каять. Хăмла çитĕнтерессине аталантарма грант пулăшăвĕ шайĕнче 2025 - 2030 çулсенчи тапхăр валли федераци бюджетĕнчен 1,8 млрд тенкĕ уйăрнă.
ПĔЛМЕ
"Раççейĕн симĕс ылтăнĕ" фестиваль пĕрремĕш хут 2022 çулта иртнĕ, унта 15 пин хăна пуçтарăннă. 2024 çулта 48 пин çын хутшăннă.
Апрель 2026 |
