Округра пастереллез чирĕ тупăнни ĕне-выльăх усракансене аван пăшăрхантарчĕ. Сăмах çумне сăмах хушăнса тĕрлĕ сас-хура та сарăлчĕ. Шăпах вĕсене уçăмлатас тата тĕрĕс информаци халăх патне çитерес тĕллевпе Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕпе — экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕç-хĕл пайĕн начальникĕпе Юлия Селивановăпа ку ыйтăва хускатрăмăр:
— Март пуçламăшĕнче «Батыревский» пĕрлешÿ ветеринарĕ пĕр витери темиçе ĕне-выльăх хăйсене ыттисенчен урăхларах тытнине асăрханă. Юн тата сурчăк анализĕсене илнĕ хыççăн патшалăх ветеринари служби муниципалитет администрацине Патăрьелĕнче пастереллез чирне тупса палăртнине çыру урлă пĕлтерчĕ. Мартăн 10-мĕшĕнчен округра карантин пуçланчĕ. Чир ан сарăлтăр тесе тÿрех хирĕçле мероприятисем йĕркелеме пуçăнтăмăр. Хуçалăх администрацийĕ чирлĕ ĕне-выльăха, çавăн пекех сыввисене те вĕлерсе, усал амак ан сарăлтăр тесе, хăйсен территоринчех çунтарма йышăнчĕ. Маларах сутнисене те каялла илсе килтернĕ. Çунтарма мартăн 15-мĕшĕнче пикеннĕ. Ĕçе пĕр е ик кунтах, паллах, вĕçлеме çук: çанталăка, пушар хăрушсăрлăхне пăхăнмалла. Ытларах чухне каçпа, 2-3 кунта пĕрре пурнăçланă.
Округри ĕнесемпе вăкăрсене, пăрусене чиртен сыхласа хăварас тесе патшалăх ветеринари служби вакцинăламаллине пĕлтерчĕ. Вакцинăна уйрăм хушма хуçалăхсем, ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем валли те туяннă. Паяна ял хуçалăх организацийĕсенчи пур ĕне-выльăха та профилактика тунă. Çавăн пекех витесене кĕнĕ çĕре дезбарьер вырнаçтарма хушнă.
«Батыревский» пĕрлешÿ территоринче кайăк-кĕшĕкпе чĕрчунсене хăратаканни вырнаçтарнă. Вăл вăхăт-вăхăт сас кăларать.
Округри тата ытти хăш-пĕр хуçалăхра та пастереллез тупнă текен сас-хура çÿрет, ку — тĕрĕс мар. Грипран е ытти чиртен вакцина тунă хыççăн çынсем те хăйсене япăхрах туяççĕ. Выльăх организмĕте çавах.
Муниципалитетри ял хуçалăх организацийĕсем «Батыревский» пĕрлешĕве йывăрлăхра пăрахмарĕç, май пур таран пулăшма тăрăшрĕç. Кун пек лару-тăру пуринпе те пулма пултарать, çавăнпа та пĕр-пĕрне алă тăсса пани пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Ольга БЕЛЬДЕКОВА калаçнă.
Май 2026 |
