Кăçалхи шыв-шур хăш-пĕр çемьене кăтартрĕ хур

Категория: Публикации Опубликовано: 10.04.2026, 10:08 Просмотров: 120

Кăçалхи çуркунне хăйĕн вăйне уççăн кăтартрĕ. Юлашки çумăрсене пула Пăла çыранран тухрĕ. Мартăн 28-мĕшĕнче муниципалитетра ейÿпе кĕрешме хатĕр режим туса хунă. Лару-тăрăва комисси членĕсем тата çул-йĕр ĕçченĕсем талăкĕпех сăнаса тăраççĕ.

Округра шыв-шура хирĕçле йĕркеленĕ мероприятисемпе республикăри чрезвычайлă лару-тăру министрĕ Сергей Павлов, Раççейри чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Енри тĕп управленийĕн халăха тата территорисене чрезвычайлă лару-тăруран хÿтĕлекен пай начальникĕ Алексей Абужаров та пулнă. Вĕсем муниципалитет пуçлăхĕн полномочийĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Равиль Ямалетдиновпа, администрацин гражданла хÿтĕлев, чрезвычайлă лару-тăру, мобилизаци тата ятарлă программăсен пай начальникĕпе Григорий Каллинпа, 26-мĕш пушар чаçĕн начальникĕ Александр Еремеевпа шыв илнĕ вырăнсене çитнĕ, лару-тăрупа паллашнă, çынсене кирлĕ пулăшу парас ыйтăва çивĕчлетнĕ.

Юлашки кăтартусемпе Патăрьелĕнчи, Кивĕ Ахпÿртри, Анат Туçари, Тутар Тимешĕнчи 21 çурт патне шыв пынă. Виçĕ çынран тăракан çемье, вĕсенчен пĕри ача, тăванĕсем патне пурăнма куçнă. Ыттисене эвакуацилеме сăлтав пулман. Çынсене вăхăтлăх пурăнтармалли пунктсем те йывăрлăха лекнисене йышăнма хатĕр пулнă.

Хальхи вăхăтра шыв-шур хăрушлăхĕ округра чакса пырать.

Архив материалов

Май 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика