«Пурнăç валли инфратытăм» наци проекчĕпе тата «Единая Россия» партин «Хула хăтлăхĕ» проекчĕпе килĕшÿллĕн майăн 9-мĕшĕ хыççăн Патăрьелĕнчи Ленин проспектĕнчи тротуара хăтлăлатассипе тата канмалли вырăн тăвассипе ĕçлеме пикенеççĕ.
Пĕрлех архитектурăн çĕнĕ кÿлеписене вырнаçтараççĕ, тĕмсем лартаççĕ, территорие курăк-чечекпе хитрелетеççĕ, çутăпа тивĕçтерессине лайăхлатаççĕ. Çакна та палăртса хăварас килет: ку вырăна тирпей-илем кĕртессипе иртнĕ çул сасăлав мелĕпе суйланă.
Çак кунсенче муниципалитет пуçлăхĕн полномочине вăхăтлăх пурнăçлакан Равиль Ямалетдинов тулли мар яваплă «Ремстрой» пĕрлешÿ представителĕсемпе тĕл пулнă. Вĕсем çывăх вăхăтра тумалли тĕллевсене сÿтсе явнă. Ĕçе виçĕ тапхăрпа пурнăçламалла: пĕрремĕшне кăçалхи август пуçланиччен вĕçлемелле. Виççĕмĕшĕ 2027 çулта пулать.
Май 2026 |
