Çитĕнекен ăрăва чăваш наци культурине хисеплеме вĕрентес, унăн йăли-йĕркине тытса пыма хăнăхтарас, кăмăл-сипет пуянлăхне упрама явăçтарас, педагогсен ĕçне хаклас тĕллевпе йĕркеленĕ республикăри «Хунав» фестивалĕн муниципалитет шайĕнчи конкурсĕ иртнĕ. Ăна Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн тата Чăваш Енри халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалланă. Унта шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсене çÿрекен 200 ытла çитĕнекен ăру хутшăннă.
«Янра, сăввăм, хыттăнрах!» номинацире Патăрьелĕнчи «Сказка» ача садĕнчи А.Каргина (ертÿçи Н.Орлова), «Илемлĕ чăваш юрри» — «Сказка» ача садĕнчи «Шалунишки» ансамль (ертÿçисем Т.Базуновăпа М.Михайлова), «Асамлă юмах тĕнчи» тупăшура Патăрьелĕнчи «Сказка» ача садĕнчи (ертÿçисем Т.Базуновăпа Н.Орлова) тата «Василек» ача садĕнчи шăпăрлансем (Л.Портнова) çĕнтерÿçĕсем пулнă.
Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене администрацин вĕрентÿ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн грамотисемпе чысланă. Мала тухнисен округ чысне республикăри конкурсра хÿтĕлемелле пулать.
Наталия ТАБАКОВА
Май 2026 |
