«Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Çĕнĕ шкул» проекчĕпе килĕшÿллĕн Треньелĕнчи А.Краснов ячĕллĕ ача садĕнче пушар хăрушлăхĕ, эвакуаци тумалли çинчен пĕлтерекен автоматла системăна тĕпрен юсасси пырать. Унти ĕç мĕнле пынипе муниципалитет координаторĕ Ирина Рубцова интересленсех тăрать.
Ĕçе пурнăçлассине муниципалитет округĕн администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕ Чăваш Республикин «Пĕтĕм Раççейри ирĕклĕ пушар обществи» обществăлла организацин Шупашкарти уйрăмĕпе çыхăнса килĕшÿ çырнă. Террора хирĕç хÿтĕлеве тата пушар хăрушсăрлăхне тытса тăма май паракан юсав ĕçĕсене пурнăçлама 5322,05 пин тенкĕ укçа уйăрнă.
Ĕçе апрелĕн 30-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме килĕшÿ тунă. Март уйăхĕ вĕçленнĕ тĕле 70 процентне пурнăçланă. Подрядчик палăртнă вăхăта юсава вĕçлеме шантарать.
Май 2026 |
