Пĕрлĕхре — вăй

Категория: Публикации Опубликовано: 10.04.2026, 10:14 Просмотров: 91

Патăрьелĕнчи Бизнес-инкубаторăн конференцзалĕнче Пĕтĕм Раççейри хĕрарăмсен «Надежда России» юхăмĕн анлă пухăвĕ иртнĕ. Унта Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ Светлана Чернова, чăваш наци мобилизаци полкĕн командирĕн заместителĕ Игорь Родионов, кĕмĕл волонтерсем, Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансене гуманитари пулăшăвĕ ăсатассипе хастар тăрăшакансем, СВОра паттăрла пуçĕсене хунă салтаксен амăшĕсем хутшăннă.

Пухура Хĕрарăмсен юхăмĕн вырăнти председателĕ Рамиля Незметдинова иртнĕ çулта тунă ĕçсене пĕтĕмлетнĕ тата кăçалхи тĕллевсене палăртнă. Доклада сÿтсе явма тăхăр çын хутшăннă. Çавăн пекех тухса калаçакансем неонацистсемпе кĕрешекенсене пулăшассипе тата ытларах тăрăшмалли, вăй хурассине анлăлатмалли, пĕрлех çитменлĕхсем пирки пĕлтернĕ.

Мероприятире чуна тыткăнлакан самант — хастарсене Тав çырăвĕсем тата кăкăр çине çакмалли «За содействие в СВО» медальсем парса чыслани.

Архив материалов

Май 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика