Пĕрремĕш класа кайма çырăнаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 10.04.2026, 10:15 Просмотров: 117

Муниципалитет округĕнчи вĕренÿ учрежденийĕсенче 2026-2027 вĕренÿ çулĕ валли пĕрремĕш класа каймалли ачасен ашшĕ-амăшĕнчен заявленисем йышăнма тытăннă. Çакă икĕ тапхăрпа иртмелле. Пĕрремĕшĕ — март уйăхĕн вĕçĕнчен пуçласа июнĕн 30-мĕшĕччен. Иккĕмĕшĕ — июлĕн 6-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 5-мĕшĕччен. Малтанхи шкул çывăхĕнче пурăнакансемпе çăмăллăхпа усă куракансемшĕн меллĕ. Кайранхипе кирек кам та усă курма пултарать. Ун чухне ача ăçта пурăннине шута илмеççĕ. Классенче вырăн юлнине пăхаççĕ.

Тепĕр ырă ене те палăртса хăвармалла. Пиччĕшĕ е аппăшĕ хăш шкулта вĕренет, ун хыççăнхин ыйтăвне те унтах тивĕçтерме тăрăшмалла.

Çар служащийĕсен, Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансен, саккунлăха сыхлакан органсенче ĕçлекенсен ачисем хăш шкулта вĕренес теççĕ, çавăнта йышăнаççĕ.

«Заявленисене кирек епле майпа та пама пулать: «Госуслуги» портал урлă е шкула çитсе. МФЦра та йышăнаççĕ. Тÿлевлĕ çырупа ярса пама та пулать. Çĕнĕ вĕренÿ çулне муниципалитет округĕсенчи шкулсене малтанласа палăртнипе 296 ача вĕренме килмелле пулсан, 48-шĕ «Госуслуги» урлă ыйту пама ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ»,— тет администрацин вĕрентÿ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Май 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика