Ĕç ăна илем кÿрет

Категория: Публикации Опубликовано: 10.04.2026, 10:16 Просмотров: 107

Галина Герасимова 70 çул каялла Вăрманхĕрри Шăхаль ялĕнче çуралнă. Кÿршĕллĕ Нăрваш Шăхалĕнче вăтам пĕлÿллĕ пулнă хыççăн Сĕнтĕрвăрри хулинче штукатур-маляр профессине алла илнĕ. Ăçта çуралнă, çавăнта кирлĕ пулнă тенĕ евĕр, яла каялла таврăннă.

Нăрваш Шăхалĕнчи Пулевей урамĕнче пурăнакан Валерий Герасимовпа пĕрлешсе çемье çавăрнă, 4 ача çуратса ÿстернĕ.

Галина Васильевнăпа Валерий Федорович чылай çул фермăра вăй хунă. Иккĕшĕ те ĕçчен, правур пулнă. Галина мĕн ачаранах спортпа туслă çитĕннĕ. Ялта, районта ку енĕпе иртекен пĕр мероприятинчен те пăрăнман. Юрра-ташша та маçтăр. Ĕçленĕ хушăрах Патăрьелĕнчи профессипе техника училищинче выльăх тухтăрне вĕреннĕ.

Пурнăç пĕр тикĕс шумасть-çке. Самана улшăнăвĕн тапхăрĕнче Галина Герасимова районти тĕп больницăна штукатур-маляра вырнаçнă. Унтанпа сисĕнмесĕр 20 çул иртнĕ.

Ырă кăмăл тапса тăрать унра. Çынна кирек хăçан та пулăшма хатĕр вăл. Çавăнпа хисепĕ те пур ун патне. Паянхи кун вăл хĕрĕсемпе ывăлĕсен, кĕрÿшĕсемпе кинĕсен, 12 мăнукĕн ытамĕнче.

Мария ДОЛГОВА

Архив материалов

Май 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика