«Паттăр» спорт шкул спорт залĕнче вĕрентÿ учрежденийĕсенче ĕçлекенсем спартакиада шучĕпе шывра ишессипе ăмăртнă.
Мероприятие сывă пурнăç йĕркине мала хурса шывра ишессине анлăн сарас тата çак енĕпе хастарсене палăртас тĕллевпе йĕркеленĕ. Унта вăтам шкулсенче ĕçлекенсен 4, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсенчи пĕр, шкул çулне çитменнисемпе ĕçлекенсен виçĕ команди хутшăннă.
Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта тата «Сказка» ача садĕнче ĕçлекенсем çĕнтерÿçĕсем пулнă. Иккĕмĕшĕнче — Сăкăтри вăтам шкулти вĕрентÿ ĕçченĕсемпе «Центральный» ача садĕнче вăй хуракансем. Виççĕмĕш вырăна Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул тата Первомайскинчи «Шуçăм» ача сачĕн ĕçченĕсем тухнă.
Кашни çын хăйĕн пултарулăхне кăтартма пултарнă шывра ишессипе. Вырăнсенчи пуçламăш профсоюз организацийĕсен председателĕсем 25 метрлă бассейнра ишсе ăмăртнă. Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти Наталья Никитина пĕрремĕш, Аслă Чементи вăтам шкулти Альбина Фролова иккĕмĕш вырăнсенче.
Хĕрарăмсенчен Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Светлана Портнова пĕрремĕш, «Сказка» ача садĕнчи Рена Никифорова иккĕмĕш, Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулти Маргарита Николаева виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.
Арçынсем 50 метр ишнĕ. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Александр Пузырников çĕнтерÿçĕ. Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти Ленар Шакуров иккĕмĕш, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Юрий Васюткин виççĕмĕш вырăнсенче.
Çĕнтерÿçĕсем Хисеп хучĕсемпе парнесене тивĕçнĕ.
А. ИВАНОВА
Май 2026 |
