Тимлĕхпе чун ăшши — ватăсемшĕн парне

Категория: Публикации Опубликовано: 17.04.2026, 12:55 Просмотров: 178

 Кзыл Чишмари мăсăльман тĕн прихучĕн организацийĕ кăмăла тивĕçтерекен ырă ĕç тунă. Сусăрсемпе аслă çулти çынсен вăхăтлăх пурăнмалли стационарне çĕнĕ матрассем парнеленĕ. Прихут ĕçченĕсем çакнашкал акцие пĕр хутчен çеç хутшăнмаççĕ. Ыркăмăллăхпа пулăшу кÿресси тĕн ĕненĕвĕпе те çыхăннă.

«Эпир кунта пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатассине тивĕçлĕ тÿпе хывма пултарнишĕн савăнатпăр. Пирĕн чун-чĕре ăшăлăхĕ тата пысăк тимлĕх çиттĕр вĕсем патне»,— теççĕ ырă кăмăл йĕркелÿçисем.

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика