«Асамлă сăмах вăл «сывлăх». Çак темăпа калаçу пуçарнă муниципалитет округĕнчи тĕп библиотекăра ĕçлекенсем çамрăксемпе. Ăна туберкулеза хирĕç кĕрешмелли уйăхлăхпа çыхăнтарнă. Тĕл пулура
кашни çын сывлăха упрамаллине, çирĕплетмеллине аса илтернĕ, ăна сиенлĕ йăласем витĕм кÿнине палăртнă. Тĕрĕс апатланни, кун йĕркине çирĕп тытса пыни, сывă пурнăç йĕрки сывлăх сыхлавĕн тĕп çăлкуçĕ пулнине çирĕплетнĕ.
Ачасем «Туберкулеза çĕнтерме пулать» кĕнеке куравĕпе паллашнă. Чирсенчен хÿтĕленмелли, сипленмелли мелсене аса илнĕ. «Сиенлĕ йăласем» электронлă презентаци пăхнă.
Сывлăх — пурнăç пуянлăхĕ. Вăл мулран та, чапран та хаклăрах. Ăна ачаранах упрама тăрăшмалла.
Май 2026 |
