Ушкăн «сурсан» кÿлĕ çеç мар, çул та пулать

Категория: Публикации Опубликовано: 17.04.2026, 12:56 Просмотров: 85

Ку саманара телефон çыхăнăвĕ пурри питех те лайăх. Пĕр-пĕр ĕçе ушкăнпа кар тăрса пуçăнмалла пулсан пушшех те. Кирек хăш информацие те вăхăтра пĕлме пулать. Тĕрлĕ ушкăн (Одноклассники, ВКонтакте, Мах...) мессенджерĕсене çырăнма май пур. Кÿршĕпе те, тăванпа та, аякра пурăнакан çывăх çынсемпе те туххăмрах кĕсье телефонĕпе çыхăнатăн. Нимелле ĕç тунă чухне те телефон пысăк пĕлтерĕшлĕ. Анат Туçасен те пур ял ушкăнĕ. Ку хутĕнче унта пурăнакансем масар çине каякан автомашина çулне тирпейлес ыйтăва çĕклерĕç. Пухăва пуçтарăнса тăкаксем пирки сÿтсе яврĕç. Килĕрен пилĕкшер пин тенкĕ укçа пуçтарма калаçса татăлчĕç. Сăмаха ĕçпе çирĕ плетме нумай вăхăт кирлĕ пулмарĕ. 180 ытла çемье пухмача укçа хывма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Пĕр-пĕр çуртран вуншар пин сĕнекенсем те пур. Ял халăхĕ пуçарăва хулара пурăнакансем те ырласса шансах тăрать.

Архив материалов

Май 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика