«ПĔтĔм Раççейри çырăнтару вунăкунлăх» акцие (апрелĕн 6-16-мĕшĕсенче) Первомайскинчи почта çыхăнăвĕн уйрăмĕнче ĕçлекенсем хастар хутшăнчĕç.
«5 почтальонка пирĕн. Кашнийĕ çак тапхăрта вулакансемпе курса калаçма тăрăшрĕ. Пуринчен харсăрри Василиса Ильметова пулчĕ тесен те тĕрĕсрех-тĕр. Малтанхи виçĕ кунĕнчех вăл муниципалитет округĕнче тухса тăракан «Авангард» хаçата 50 экземпляра яхăн çырăнтарма пултарчĕ»,— тет уйрăм начальникĕ Надежда Лапшина.
Чăнах та, Çăл Атăкпа Каншел ялĕнче пурăнакансем округ хыпарçине ĕлĕкренпех килĕштерсе çырăнаççĕ. Çакă почтальонка тăрăшулăхĕнчен тÿрремĕнех килет. Василиса Геннадьевна тивĕçе чылайранпа тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пырать. Çынсен шухăш-кăмăлне хаваспах пурнăçа кĕртет. «Авангарда» пичетленсе тухнă хыççăнах вулакан патне çитерме тăрăшать. Çакăнпа кăмăллă. Ытларах аслă çулхисем юратса вуланине те пытармасть. Ку кампанинче те тăххăрмĕш теçеткене вакланă Алексей Никитин, Василий Ермошкин, Александра Хураськина, Мария Ильичева тата ыттисем те акцие хутшăнса округри «чун апатне» çырăннă.
Май 2026 |
