Çурхи ейÿ парăнса, тирпей-илем ыйтăвĕ çивĕчленсе пырать

Категория: Публикации Опубликовано: 17.04.2026, 12:58 Просмотров: 103

Уй-хирпе урамсем, вăрмансем юртан тасалчĕç, çурхи ейÿ парăнса, пысăк шыв-шур тапхăрĕ иртсе, хăрушлăх чакса пырать темелле. Кăçалхи хĕл кăралăхĕ, юр нумай пулни çуркуннехи шыв-шур тапхăрĕнче çивĕч ыйтусем кăларса тăратрĕ. Мухтав Турра, Пăла шывĕ çыранран тухса ейÿ самай сарăлчĕ пулин те, çын сывлăхĕпе, пысăк çухатупа çыхăннă тĕслĕхсем пулмарĕç. Лару-тăрăва Патăрьел муниципалитет округĕнчи комисси членĕсем, ятарлă службăсем талăкăпех сăнаса тăчĕç. Çапах та çурхи пулăм кăçал та Пăла çумнерех вырнаçнă 21 çурт-йĕре шыв илсе сехерлентерчĕ.

Шыв-шур тапхăрĕн хăрушă вăхăчĕ иртрĕ пулин те, çут çанталăк пулăмĕ йĕр туса, тирпейсĕрлетсе хăварнă объектсемпе обществăлла территорисене, çурт-йĕр таврашĕсене тасатса йĕркене кĕртес, экологи ăнăçлăхĕшĕн тăрăшса субботникĕсем йĕркелес, апрелĕн 17-мĕшĕнче старт илекен «Раççей шывĕ» акцине хутшăнса Пăла, Шлипшур, Уре, Чесновка, Юлум юханшывсен çыран хĕррисене тасатас ĕç территори пайĕсен планĕнче тăрать.

Сăмах май каласан, апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа майăн 29-мĕшĕччен Патăрьел муниципалитет окргĕнче санитарипе экологи субботникĕсем иртеççĕ. Çак тапхăрта «Асăну сачĕ» акцие хутшăнса Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăксем таврашĕнче 5,5 пин хунав, Ыхра Çырминче 10 гектарта йывăç лартма палăртнă.

Апрелĕн 24-мĕшĕнче кашни ялтах Пĕтĕм Раççейри субботника кар тухма хатĕрленмелле. Уйрăмах хула хăтлăхĕн программипе тунă Патăрьелĕнчи, Шăнкăртамри, Сăкăтри, Хирти Пикшикри, Тутар Сăкăтĕнчи парксемпе обществăлла территорисене ял –йышпа, старостăсемпе, волонтерсемпе, ытти хастарсемпе юнашар тăрса тирпейлеме тивĕ.

Тасатнă çĕрте мар, вараламан çĕрте тирпейлĕ пултăр тесен кашни çын хамăрăн тăван ял, округ илемĕшĕн тăрăшмалла.

Альбина Николаева

Архив материалов

Май 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика