Тĕп тĕллев — «Халăх программисене» пурнăçа кĕртесси, пурнăçа хăтлăлатасси

Категория: Публикации Опубликовано: 17.04.2026, 12:59 Просмотров: 89

Сывлăх — чи пысăк пуянлăх

Чăваш Республикинче йăлана кĕнĕ Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ Патăрьел муниципалитет округĕнчче те пысăк хастарлăхпа иртрĕ. Унăн ĕçне ЧР Сывлăх министрĕ Лариса Тарасова, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Хула хăтлăхĕ» парти проекчĕн координаторĕ Валерий Антонов, Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн полномочине вăхăтлăх пурнăçлакан Равиль Ямалетдинов, муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн председателĕ Николай Тинюков, администрацин структура подразделенийĕсен ертÿçисем, территори пайĕсен пуçлăхĕсем, организаци-предприяти, учреждени ертÿçисем хутшăнчĕç.

Информаци кунĕнче чăн малтанах сывлăх сыхлавĕн министрĕ Лариса Тарасова Чăваш Енре «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Сывлăхлă малашлăх» халăх программипе юлашки пилĕк çулта сывлăх сыхлавĕн отраслĕнче мĕнле ырă улшăнусем туни, ку тĕлĕшпе умра тăракан малашлăх плансем пирки тĕплĕн каласа пачĕ. Ку тĕлĕшпе республикăра ачасен, çынсен сывлăхне çирĕплетес, вĕсене сиплес тĕллевпе курăмлă ĕçсем туса пыраççĕ. Сывлăх сыхлавне модернизацилес, профилактика медицина тĕрĕслевне пысăк тимлĕх уйăрас, пахалăхлă кадрсем хатĕрлес тĕлĕшпе пурнăçланакан ырă улшăнусем савăнтараççĕ. Çаксем пурте çынсен вăтам пурнăç ĕмĕрне ÿстерессипе, халăхăн ыйтăвне тивĕçтерессипе çыхăннă.

2030 çул тĕлне республикăра пурăнакансен вăтам пурнăçĕ 78 çултан кая пулмалла мар. Çак тĕллеве пурнăçа кĕртме патшалăх та, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев та пысăк тимлĕх уйăрнине палăртрĕ ведомство министрĕ. Вăл Патăрьел муниципалитет округĕнче те «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Сывлăхлă малашлăх» халăх программине пурнăçа кĕртсе çулсеренех сывлăх сыхлавĕн çĕнĕ объекчĕсене хута янине, çав вăхăтрах хăшне-пĕрне тĕпрен юсанине, патăрьелсен пысăк хастарлăхне палăртса хăварчĕ.

Юлашки пилĕк çулта çеç Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 18 çĕнĕ ФАП тата врач амбулаторийĕ ĕçлеме пикеннĕ, 10-шне тĕпрен юсаса хăтлăлатнă. Çав вăхăтрах Патăрьелĕнчи тĕп больницăна тĕпрен юсанă, кунтах юн тымарĕн чирĕпе çыхăннисене сиплекен центр уçăлнă тата ытти те.

Ял пурнăçĕ хуларинчен кая мар

«Инфратытăм пурнăç валли» наци проекчĕн «Хăтлă хула хăтлăхне тăвасси» регионти проектпа килĕшÿллĕн 2017 çултанпа муниципалитет окрургĕнче обществăлла территорисем хуларинчен кая мар тирпейленсе, хăтлăланса пыраççĕ. 1000 тата ытларах çынлă Патăрьел, Хирти Пикшик, Сăкăт, Тутар Сăкăчĕ, Шăнкăртам ялĕсенче çак программăпа мероприятисем ăнăçлă пурнăçа кĕнĕ. Мĕн пурĕ халăх валли 38 картиш территорийĕпе 9 обществăлла вырăна тирпейлесе хăтлăх кÿнĕ. 2020-2025 çулсенче Патăрьелĕнчи «Арбат», Сăкăтра «Туслăх» скверĕсене, Шăнкăртамра «Халăх туслăхĕ» çамрăксен паркне, Тутар Сăкăтĕнче Çĕнтерÿ скверне халăха канма, мероприятисем ирттерме килĕшÿллĕ тирпейлесе хăтлăлатнă. Вĕсенче паян çемьепе, ачасемпе, ушкăнпа хуларинчен кая мар канма пулать. Кун пирки администрацин строительство, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тата çул-йĕр хуçалăхĕн пайĕн начальникĕн тивĕçне вăхăтлăх пурнăçлакан Виктор Ижедеров паллаштарчĕ.

«Кадрсем», «Культура хутлăхĕ», «Мирлĕ пурнăçа утăм»

проектсем — халăх валли

Информаци кунĕнче округри çынсене, СВО участникĕсемпе вĕсен çемье членĕсене ĕçпе тивĕçтерес, вĕсене кирлĕ специальноç илме, кадр ыйтăвне татса пама пулăшас, килĕшÿсем тăвас тĕллевпе юлашки пилĕк çулта мĕнле ĕçлесе пынипе Патăрьелĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ертÿçи Марсель Сафьянов паллаштарчĕ.

Муниципалитет округĕнче «Культура» наци проекчĕн «Культура хутлăхĕ» («Культурная среда») федераци проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланса пыракан мероприятисем те сахал мар. Администрацин культура ыйтăвĕпе тимлекен пай начальникĕ Наталия Никитина 2024 —2026 çулсенче пирĕн тăрăхра çак программăпа республика шайĕнче 11 мероприяти иртнине пĕлтерчĕ, халăх вĕсене кăмăлтан çÿренине палăртрĕ. Шкул ачисем вĕсене Пушкин карттипе хутшăнаççĕ. СВО участникĕсен çемйисем — тÿлевсĕр.

«Мирлĕ пурнăçа—утăм» проектпа килĕшÿллĕн республикăри пулăшу десанчĕ умлă-хыçлă икĕ хутчен пирĕн тăрăхра пулса СВО участникĕсемпе тата вĕсен çемйисемпе куçа-куçăн курнăçрĕ, тĕл пулчĕ, администрацин яваплă социаллă служба ĕçченĕсемпе пĕрле вĕсене пăшăрхантаракан ыйтусене сÿтсе яврĕ, татса пама пулăшрĕ. Юлашкинчен иртнĕ тĕл пулура ятарлă çар операцин участникĕсемпе вĕсен çемйисенчен 31 ыйту кĕнĕ. Вĕсем пурте тимлĕхре, кашниех тивĕçлĕ хурав, пулăшу илнине палăртрĕ администрации пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕпе ĕçлекен çумĕ Светлана Чернова.

Республикăра апрелĕн 10-мĕшĕнчен пушар хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп пăхăнмалли тапхăр старт илчĕ. Пушар надзорĕн начальникĕ Андрей Тукмаков пушар службин ĕçĕпе кĕскен паллаштарнă хыççăн хальхи вăхăтра территори пайĕсенче уйрăмах пушар хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп пăхăнмаллине çивĕчлетрĕ.

Информаци кунне хутшăннисем ытти ыйтăва та хускатрĕç, çийĕнчех тивĕçлĕ хуравсем илчĕç.

Альбина Егорова

Архив материалов

Май 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика