Мероприяти ăрусене çыхăнтарчĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 17.04.2026, 12:59 Просмотров: 94

Сăкăтри культура çуртĕнче самана таппипе килĕшÿллĕн «Телейпе калаçса» мероприяти иртрĕ. Муниципалитет округĕнче çакнашкал фестиваль 4-мĕш хут пулчĕ. Уяв ăрусене çыхăнтарнине çирĕплетсе пачĕ. Фестивале унта хутшăнакансем, артистсем те, куракансем чăтăмсăррăн кĕтрĕç. Кăçалхине Александр Зацепин 100 çул, чăваш халăх писателĕ, пирĕн хисеплĕ ентешĕмĕр Юхма Мишши 90 çул тултарнине халалланă. Çулленех территори пайĕсенче пурăнакансем ăна тăрăшса хатĕрленеççĕ.

Сцена çинче вуншар çул каяллахи юрăсем янăрарĕç. Куракансем артистсемпе пĕрле юрларĕç. Киносенче кадрсене куç умне кăларчĕç. Кам пĕлместь-тĕр «Операция-ы» кинофильмри «Постой, паровоз!», «Иван Васильевич меняет профессию» — «Разговор со счастьем», «Кавказская пленница, или новые приключения Шурика» — «Песенка о медведях»... юрăсене? Вĕсене итлеме те, кадрсенчи сыпăксене сцена çинчен курма та çав тери кăмăллă пулчĕ.

Пултаруллăран пултаруллă пулчĕç сцена çине тухакансем. Мероприятие тĕплĕн, пысăк яваплăхпа хатĕрленнĕ. Грин-прие Аслă Чемен территори пайĕн ĕçченĕсем «Звенит январьская вьюга» юрăпа тивĕçрĕç. Пĕрремĕш вырăна Нăрваш Шăхаль, иккĕмĕшне Туçа, виççĕмĕшне Первормайски, Ишлĕ, Кзыл Чишма территори пайĕсенче пурăнакансем çĕнсе илчĕç.

Нина МАЗЯКОВА

Архив материалов

Май 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика