«Çирĕп çемье» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн Патăрьелĕнчи халăхăн социаллă тивĕçтерÿ центрĕн çемье тата ачасем уйрăмĕн ĕçченĕсем Раççейри йывăр çын хĕрарăмсен кунне халалласа йĕркеленĕ мероприятие хутшăнчĕç. Хальхинче ача кĕтекенсене, çамрăк амăшĕсене муниципалитет округĕнчи тĕп больницăна пуçтарчĕç. Унта тухтăрсем, тĕрлĕ организаци представителĕсем, экспертсем хутшăнчĕç.
Мероприятин тĕп тĕллевĕ çемьесене çирĕплетесси, амăшĕпе пепкин сывлăхĕшĕн тăрăшасси, аслисен яваплăх туйăмĕсене ÿстересси, çуралнă ачана ÿсме тата ÿстерме тивĕçлĕ условисем туса парасси, çамрăксем патне тимлĕх уйăрасси, социаллă пулăшусем пирки пĕлтересси пулчĕ.
Тĕл пулура центр специалисчĕсем 2025 çулта муниципалитет округĕнче 2 çул тултаричченхи ачасем валли кирлĕ япаласем памалли прокат пункчĕ уçăлни çинчен каларĕç. Çак пуçару Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев сĕннипе «Единая Россия» партин «Çирĕп çемье» проекчĕпе килĕшÿллĕн пулса пырать.
«Прокат пунктĕнчен коляска, кровать, автокресло, видеоняня тата ытти япаласене те илме пулать. 40 çемье çак пулăшупа усă курма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Ку вăл çакнашкал пулăшу кирлине çирĕплетет те»,— терĕç специалистсем.
Унсăр пуçне 2023 çултанпа центрта «Тăрăшуллă алăсем» социаллă проектпа килĕшÿллĕн «Сехетлĕхе — няня» кабинет та ĕçлет. Унпа килĕшÿллĕн 3-7 çулсенчи ачасене ашшĕ-амăшĕ сехетлĕхе квалификациллĕ специалистсем патне хăварма пултарать. Çакă çамрăк мăшăра хăйсен ĕçĕсем валли вăхăт уйăрма май парать.
Мероприяти çемьесем, ашшĕ-амăшĕ, ачасем патне тимлĕх уйăрнине тепĕр хут çирĕплетет. «Çирĕп çемье» наци проекчĕ обществăна аталанма пулăшать.
Альбина ИВАНОВА
Май 2026 |
