Ырă çын яланах ырă йĕр хăварать. Кашни организацинчех коллектива хавхалантаракан, хăйне евĕрлĕ лайăх атомосфера тытса тăракан хастар çын пур. Патăрьелĕнчи «Сказка» ача сачĕн заведующийĕ Алена Александровна Горшкова шăпах çавăн пек хĕрарăм. Хăйĕн ĕçне чун-чĕререн юратакан ертÿçĕ чăн малтанах професси ăсталăхĕпе палăрса тăрать. Унра творчество вăй-хăвачĕ, чунри ăшăлăх çăл куç евĕр тапса тăрать.
Вăл — коллектив «двигателĕ»
Ĕçтешсенчен ăна пĕр сăмахпа хак пама ыйтсан, пурте пĕр шутласа тăмасăрах «питĕ хастар» тейĕç. Ун çумне ытти ырă сăмахсене те хушма пулать: анлă тавракурăмлă, пултаруллă, ĕçчен, ырă кăмăллă, таса чунлă... Коридорта илтĕнекен унăн уçă сасси пире ирпе-ирех кунĕпе ĕçлеме вăй-хăват хушать, çирĕп оптимизмĕ, нихăçан та пуçа усманнни вара хавхалантарать, çунат хушать. Алена Александровна кулленхи тивĕçне тирпейлĕ те кăмăлтан пурнăçласа пырать: работниксем санитари нормине мĕнле пăхăннине те тĕрĕслесе ĕлкĕрет, педагогсемпе ачасене аталантармалли çĕнĕ методикăна сÿтсе явма та, çав вăхăтрах ашшĕ-амăшĕпе хĕвел пек йăл кулăпа чуна уçса калаçма та вăхăт тупать. Çынна итлеме, илтме пĕлни, йывăр вăхăтра кашни ачана е сотрудника, ашшĕ-амăшне алă тăсса пулăшни унăн характерне, ырă енĕсене тата ытларах пуянлатать.
Общество хастарĕн пархатарлă ĕçĕ
Ĕçлĕ тыткаларăшĕ тата пурнăçри активлă позици ăна тепĕр пархатарлă ĕç пурнăçласа пыма май парать. Вăл — «Чăваш Енри хĕрарăмсен союзĕ» обществăлла организацийĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн председателĕ. Çавна май унăн пуçарăвĕпе Патăрьел муниципалитет округĕнче чылай проект пурнăçа кĕрсе пырать.
Вăл ертсе пыракан обществăлла организаци округри хастар хĕрарăмсене пĕрлештерсе тăракан центр пулса тăчĕ. Вĕсем тăтăшах ыр кăмăллăх акцийĕсене хутшăнаççĕ, нумай ачаллă çемьесене пулăшаççĕ, СВОна гуманитари пулăшăвĕ парас ĕçре хастарлăх кăтартаççĕ, спорт, культура мероприятийĕсене, тĕрлĕрен конкурса кăмăлтан хутшăнаççĕ тата ытти те. Алена Александровна хăйĕн тĕслĕхĕпе хĕрарăмсем хăйсен ĕçĕнче карьерăпа малалла хăпарма пултарнине çеç мар, хамăр пурнăçа мĕнле ырă та пархатарлă тума пултарнине те çирĕплетет.
Çемье — тĕп тыл, шанчăклă хÿтлĕх
Алена Горшкован шанчăклă, кăтартуллă, çирĕп çемье. Ĕçре вăл çирĕп кăмăллă, пурне те хÿтĕлеме хатĕр ертÿçĕ, килте вара юратнă мăшăр, анне. Мăшăрĕпе вĕсем икĕ ывăл çуратса тивĕçлĕ воспитани панă. Халĕ вĕсем ашшĕ-амăшĕн мăнаçлăхĕ, савăнăçĕ. Ырă ĕмĕт-тĕллевлĕ çемье яланах пĕрле: общество пурнăçĕнче те хастарлăх кăтартаççĕ, кану кунĕсене те пĕрле тухăçлă та кăмăллă иртттерме, çывăх тăванĕсемпе, тус-юлташпа савăнма пĕлеççĕ.
Миндания Кисеева, «Сказка» ача сачĕн пуçламăш профсоюз органихацийĕн председателĕ.
Май 2026 |
