Ыр кăмăллăхĕ иксĕлми

Категория: Публикации Опубликовано: 17.04.2026, 13:05 Просмотров: 80

Хăйсен ирĕкĕпе тĕрлĕрен пулăшу ĕçне кÿлĕнекенсене хаклама сăмах та çитмест. Йывăрлăха кĕрсе ÿксен кирек хăçан та алă тăсса пама хатĕр вĕсем. Сăмах кунта Патăрьелĕнчи Александр Трифонов çинчен пырать. Александр Александрович Украинăри ятарлă çар операцийĕпуçланнăранпа салтаксем патне 50 «буржуйка» ăсатнă. Дронсенчен хÿтĕленмелли плащсен, ОСБ плитисен, ытти строительство материалĕсен шучĕ те çук. Çар ретĕнче тăракансем ăна чăннипех те чĕререн тав тăваççĕ.

Пулăшу ĕçне тивĕçлĕ тÿпе хывнăшăн Александр Трифонова Чăваш Республикин общество палатин «За содействие специальной военной операции» медалĕпе наградăланă.

Çакă вăл унăн ĕçне, пуçарулăхне вырăна хурса хаклани. Хăйĕн ырă тĕслĕхĕпе вăл ыттисене хавхалантарать, пулăшăвĕ ырăлăх та çутăлăх кÿрет. Çак медаль ăна пурнăçра малашне те хавхалантарса тăтăр.

Медале Александр Александровича Мускаври политехника университечĕн Шупашкарти институчĕн строительство производство кафедрин профессорĕ, Чăваш Республикинчи общество палатин председателĕн çумĕ, ял хуçалăх наукисен докторĕ Алексей Автономов панă.

Архив материалов

Май 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика