Транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министерстви патшалăх автоинспекцийĕпе тата Чăваш Енри çул çинчи хăрушсăрлăха тытса тăракан тата йĕркелекен центрпа пĕрле «Çул çинчи хăрушсăрлăх маншăн тата юлташсемшĕн» темăпа ÿкерчĕксен конкурсне йĕркеленĕ. Мероприятие «Единая Россия» партин «Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕ» проекчĕн, «Пурнăç инфраструктури» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн ирттернĕ.
Конкурса муниципалитет округĕнчи 11 вĕрентÿ учрежденийĕнчен 70 ача явăçнă. Ĕçĕсене вĕсем 3 номинаципе тăратнă: «Манăн çемье çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăхшăн», «Пирĕн юлташсем — светофор тата çул-йĕр паллисем», «Эпир — пассажирсем». Конкурс пĕтĕмлетĕвне кашни номинаципе тата ÿсĕм çулĕпе тунă.
Пĕрремĕш степеньлĕ диплома Патăрьелĕнчи «Сказка» ача садĕнчи Михаил Федоськин тивĕçнĕ. Çав ятпа ăна муниципалитет округĕн пуçлăхĕн полномочине вăхăтлăх пурнăçлакан Равиль Ямалетдинов, «Батыревский» шалти ĕçсен пайĕн патшалăх автоинспекцийĕн уйрăмĕн начальникĕ Павел Романов полици капитанĕсаламланă.
Çакнашкал пуçарулăх ачасен çул-йĕр çинче хăйсене тытас культурине ÿстерет, çул-йĕр инкекне чакарма пулăшать, çитĕнекен ăрăвăн пурăнас кун-çулне сыхлать.
Альбина ИВАНОВА
Май 2026 |
