Сывлăх патне çитме инçе мар — 10000 метр

Категория: Публикации Опубликовано: 17.04.2026, 13:14 Просмотров: 87

Спорт, физкультура, сывă пурнăç йĕрки тата куллен 10000 метра хыçа хăварни — кашни çыншăн сывлăх çăл куçĕ! Çакна иртнĕ эрнере Патăрьел муниципалитет округĕнче тĕнчери сывлăх кунне халалласа йĕркеленĕ «Сывлăх патне 10000 утăм» Пĕтĕм Раççейри акцие хутшăннисем тепĕр хут çирĕплетрĕç.

Патăрьелĕнчи организаци-предприятинчи, тĕрлĕрен учрежденинчи спортпа туслă хастарсем «БатырЪ» ял хуçалăх производство кооперативĕнчен старт илсе Кĕçĕн Арапуçĕнчи В.Маркиданов ячĕллĕ йĕлтĕр трассине питĕ çăмăллăн, хавхаланса утса тухрĕç. Акцие хутшăнакансене Пикшик территори пайĕнче пурăнакан ватти-вĕтти шарсемпе, пĕчĕк ялавсемпе çул хĕррисенче ырă сунса кĕтсе илчĕç, хăшĕ-пĕри ыттисемпе пĕрлех финиша та утса çитрĕ.

Еншикри Алевтина Мефодьева, Таисия Сурнаева, Лидия Сурнаева, Мария Мигусева аслă ăру хастарĕсем кашни кунах 10000 метра хыçа хăварнине, çакăн пек физкультура куллен кăмăл-туйăма хăпартнине, чĕрене лайăх ĕçлеттернине, хусканусем çăмăлллăн пурнăçлама май панине çирĕплетрĕç.

«Эпир спортсменсем мар, çапах та пирĕн сывлăх хамăртан килнине лайăх ăнланатпăр. Çавăнпа та кашни кун ушкăнпа икшер сехет вăрман сывлăшĕпе киленсе утатпăр»,— терĕç «60Ç» ушкăнăн хĕрарăмĕсем.

«Паттăр» спорт шкулĕн директорĕн çумĕ Владимир Сеприханов акцие хутшăннисене пурне те тав турĕ, 10000 метра утса тухнă хастарсене сертификат парса саламларĕ, Пикшик территори пайĕвара финиша çитнисене пурне те техĕмлĕ чейпе сăйларĕ.

Альбина Николаева.

Архив материалов

Май 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика