Етĕрнере муниципалитет округĕн депутатсен Пухăвĕн депутачĕн Е.Шлепнева парнисене çĕнсе илессишĕн шывра ишессипе республика шайĕнчи ăмăрту иртнĕ. Кăçалхипе вăл 16-мĕш хут пулнă. Унта 14 командăра 200 ытла спортсмен ăмăртнă. Патăрьел муниципалитет округĕнчи çамрăкĕсем те ăмăртăва хутшăннă. 13-14 çулхисем хушшинче Ева Антонова пĕрремĕш, Самира Салихова иккĕмĕш, Рамина Купкенова виççĕмĕш вырăнсене тухнă.
11-12 çулхисенчен Карина Ежова пьедесталăн виççĕмĕш пусăмĕ çине хăпарнă.
9 çулхисенчен Мария Викторовăпа Тимур Хамдеев (иккĕмĕш), Риаз Азмухов (виççĕмĕш) пултарулăхне палăртмалла. 7-8 çулхисем хушшинче Аида Налиба пĕрремĕш вырăна, Булат Хафизов иккĕмĕшне çĕнсе илнĕ.
Карина Антонова, Василиса Иванова, Даниил Иванов вара 500 метр ишсе тата 2500 метр чупса аслисен норматив разрядне тултарнă.
Иван Кутузовăн тепĕр пăхăр медаль
«Паттăр» спорт шкул воспитанникĕ Ишлĕри Иван Кутузов Раççей шайĕнче Шупашкарта Василий Чапаев ячĕпе ирттернĕ кĕрешекенсен ăмăртăвĕнчен пăхăр медальпе таврăннă. Вячеслав Спиридонов тренер-преподаватель хăнăхтарăвĕпе вăл 125 килограмм таякан спортсменсем хушшинче пысăк ăсталăх кăтартса виççĕмĕш вырăн йышăннă.
Çĕнтерÿçĕсем — Пăлаçипе Юхма ен çамрăкĕсем
Муниципалитет округĕнче Еншик ялĕнче çăмăл атлетика сезонне уçса Фаина Краснова парнисемшĕн ăмăрту иртнĕ. Старта Патăрьел, Тăвай муниципалитет округĕсенчен, Шупашкар тата Канаш хулисенчен 180 спортсмен тăнă.
Командăсем хушшинче Нăрваш Шăхальсем пĕрремĕш, Аслă Чеменсем иккĕмĕш, Первомайскинчи вăтам шкулсем виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.
Тепĕр эрнере çак трасса çинчех çăмăл атлетикăпа ăмăртса Чăваш Республикинче мала тухассишĕн чемпионат иртмелле. Малтанхи шăпах тĕрĕслев пулчĕ те. Мероприятисене йĕркелени округра пурăнакансене массăллă спорта анлăн явăçтарма май парать. Çакă «Раççей спорчĕ» патшалăх программине пурнăçа кĕртме те пулăшать. 2030 çул тĕлне халăхăн 70 процентне спорт заанятийĕсене явăçтарма тăрăшмалла.
Владимир СЕПРИХАНОВ
«Лава» волейбол клубĕ каллех чемпион
Муниципалитет округĕнчи Нăрваш Шăхалĕнчи «Лава» волейбол клуб Раççейĕн Атăлçи федераци округĕнче арçынсем хушшинче пĕрремĕш Лигăра выляса чемпион ята тивĕçнĕ.
Кăçалхи сезонта вăйăсене 16 команда явăçнă. Вĕсем «Хĕвел анăç» тата «Хĕвел тухăç» ушкăнсене пайланса вылянă. 4 команда — «FIХ» (Хусан), «ВК Росток» (Пенза), «Динамо» (Самара) тата пирĕн «Лава» чĕрĕк финалта мала тухнă.
Кашни тĕлпулурах Пăлаçипе Юхма Ен хастарĕсем çĕнтерÿçĕсем пулнă.
Йĕркелÿ комитечĕ пирĕн командăри Макар Безтужева «Турнирăн чи лайăх выляканĕ», Андрей Цибульские «Чи лайăх сыпăнтаракĕ» ятпа палăртнă.
Команда капитанĕ — Алексей Лаврентьев — вылякансен хастарлăхне хавшама памасть.
Малашлăхра волейболистсене Пĕтĕм Раççейри финал кĕтет.
Май 2026 |
