Руль умне ларсан çул-йĕр правилине ан ман!

Категория: Публикации Опубликовано: 08.05.2026, 12:50 Просмотров: 168

ÇАНТАЛĂК ăшăтсан çут çанталăк чĕрĕлет, пĕрлех мотоциклсем, питбайксем кĕрлесе унталла та кунталла вĕçтереççĕ. Ашшĕ-амăшĕ ачисене тем сăлтавпа икĕ кустăрмаллă техникăна туянса параççĕ. Анчах çул-йĕр правилисене пĕлни пирки кăсăкланмаççĕ те...

Иртнĕ канмалли кунсенче ачасемпе çыхăннă икĕ çул-йĕр аварийĕ пулнă. Майăн 2-мĕшĕнче шкулта вĕренекен питбайкпа хĕр ачана çапса хăварнă, суранланнăскере Шупашкарти больницăна ăсатнă.

Çуллахи каникулччен нумай вăхăт юлмарĕ, çакна шута илсе шкулсенче, пĕрлех килте те, çул-йĕр хăрушсăрлăхĕпе профилактика ĕçĕсем ирттермелле. 18 çул тултарман каччăсен руль умне лариччен тĕплĕн шутламалла.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика