Тавралăха сăн кĕртеççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 15.05.2026, 09:54 Просмотров: 172

ПАТĂРЬЕЛ муниципалитет округĕнче пурăнакансем «Асăну сачĕ» акцие хастар хутшăнаççĕ. Тутар Тимеш ялĕнче, акă, Туçари вăтам шкулта вĕренекенсемпе волонтерсем, кунта пурăнакансем явăçнипе 2 пин ытла тĕп чăрăш, хыр, çăка... хунавĕсене лартрĕç. Вĕсем тымар ярса ÿсме пуçласан паянхи мирлĕ тÿпешĕн пуç хунисен ячĕпе лартнă «чĕрĕ палăк» пулĕ.

Акцие «Экологи ăнăçлăхĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ. Çут çанталăка çакнашкал тимлĕх уйăрни çитĕнекен ăрушăн тĕслĕхлĕ. Сывлăш та тасарах, тавралăх та илемлĕрех те илĕртÿллĕ-

рех пулĕ.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика